Анненерпе

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Аненерпе палли

Аненерпе (ним. Ahnenerbe — «ламтайсен кăнарĕ», пĕтĕмлĕ палăртăвĕ — «Авалхи герман йăхĕсен тата ламтайсен кăнарне шыраса тĕпчекен нимĕç пĕрлĕхĕ») — Виççĕмĕш райх тапхăрĕнче герман рассин кăнарне, историне, йăлисене тĕпчекен институт. Пĕрремĕш директăрĕ — Герман Вирт, унăн çумĕ пулма Фридрих Хильшера çирĕплетнĕ.

Пĕрлĕхе йĕркелени. Малтанхи тĕллевĕсем[тӳрлет]

1935 çулхи утă, 1 Генрих Гиммлер йĕркелесе хунă, вăлах пĕрлĕхĕн президенчĕ тата пурмайлă тивĕçлĕ элчи пулса тăнă. Тепĕр шутпа, Аненерпене Фредерик Хильшер 1933 çулта никĕсленĕ. [1]. Виççĕмĕш йĕрĕпе, Ананерпе Герман Вирт хатĕрленĕ мюнхенри куравĕнчен пулса тухать. [2]

Гиммлер 1937 çулта Вирта ĕç вырăнĕнчен хăтарать, «Аненерпене» СС ĕретне кĕртет, пĕрлĕхе концентраци лагерĕсене тытса тăма ĕç хушать.

Çак ĕç пулăмĕ Виртăн ăслăлăхĕн шайне тиркени, пĕр енчен тата арисем атлантсенчен пулса кайни ĕмет-шухăша фюрер куçĕнче пăрахăçлани — тепĕр енчен — пулнă. СС Райхсфюрерĕ СС Гиммлер çак ансат килнĕ самантра «Мăн асаттесен кăнарне» СС тытăмне ярса илет, çак пĕрлĕхре унăн сĕмĕ ӳсет. «Аненерпе» штаб-хваттерĕ Вевельсбург карманĕнче ĕçленĕ. Йĕркелĕлĕхĕн тĕп секретарĕ — Вольфрам Зиверс. Университет пĕлӳллĕ Зиверс ăслăхçăсене СС рейхсфюрера çыхăнтаракан сыпăк пулса тăнă. Медицина программисене Август Хирт ертсе пынă.


1941 çулта пĕрлĕхе СС райхсфӳрерĕн пайăр штабне кĕртнĕ, хăйĕн пĕтĕм ĕç-пуçне вăл тĕппипех вăрçă валли туса пынă. Чылай проекта чарса лартнă, анчах та Вăрçă тĕпчевĕсен институчĕ, ертӳçи — Зиверс — уçăлать. Каярах институтăн ĕç-хĕлне тĕплĕнех Нӳрнберг процесĕнче тишкернĕ: тĕнчери трибунал «Наследие предков» йĕркелĕве киревсĕр тесе йышăннă, унăн ертӳçне айăпласа çакса вĕлернĕ.

Пĕрлĕхĕн ăслăлăх уйрăмĕсем[тӳрлет]

Уйрăм фактсем[тӳрлет]

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет]

"Вектор", СПб, 2006

  • Телицын В. Л., Проект «Аненербе». Наследие предков и Третий рейх, "АСТ", 2001.

Каçăсем[тӳрлет]