Аргументы и факты

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Аргументы и факты
200 px

Тĕс Кашни кунхи хаçат, çырăнмалла
Формат A3
Кăларакан ХАО «Аргументы и факты»
Редактор Николай Зятьков
Никĕсленĕ кăрлач, 1 1978

Тираж 2,9 млн. экземпляр (çу 2007)
Хакĕ Мускавра тата Мускав облаçĕче сутма сĕннĕ хак — 13 тенкĕ
ISSN 0204-0476
Веб-сайт aif.ru
Хаçатăн логотипĕ.

«Аргументы и факты» («АиФ») — «ПромСвязьКапитал» ушкăнăн медиаактивсене тытса пыракан «Медиа3» медиаушкăна кĕрекен «Аргументы и факты» кăларакан çуртăн этем-пĕрлĕх-политика кашни эрнере тухакан раççей хаçачĕ[1].

Кун-çулĕ[тӳрлет]

Хаçат 1978 çулхи кăрлач уйăхĕнчен пуçласа тухать. Малтан вăл лекторсем валли бюллетень (информаци, статистика, анализ) пулнă. 1982 çултанпа кашни эрнере (юнкун) тухма тытăнать. Редакци Пĕтĕм Союзри «Знание» этем пĕрлĕхĕ шутĕнче пулнă. 1978—1979 — уйăхра пĕрре, 19801982, пуш  — уйăхра 2 хутчен тухнă. Тулаш тĕсĕ тата страницăсен формачĕ çак çулсенче икĕ хутчен пĕтĕмпех улшăннă. Хальхийĕ — 1983 çулхи нарăс уйăхĕнче.

1990 çулх çу уйăхĕнче Гиннес кĕнекине çырса кĕртнĕ. Паянхи кун та хаçат тираж шучĕпе Раççейре чи малти пулать (тиражĕ 2,997 млн экземпляр). Вулакансен аудиторийĕ — 8 млн яхăн çын. Раççейсĕр пуçне тĕнчери 57 патшалăхра сарăлать. АиФ тулашри тиражĕ 609 970 экземпляр[2].

Тĕп редактор — Николай Зятьков. Çаплах редакцине директорсен канашĕн председателĕ — Алексей Ананьев, тĕп директор — Ирина Митрофанова, тĕп редакторăн çумĕ — Евгений Факторович тата ур. кĕреççĕ.

«АиФ» кăларакан çурт «АиФ Петербург», «АиФ в Белоруссии», «АиФ Тбилиси», «АиФ Европа», «АиФ Здоровье», «АиФ на даче», «АиФ Детская Энциклопедия». Выпуск приложений «АиФ Суперзвёзды», «Дочки-матери», «АиФ Я хочу всё узнать!» пичетлет.

Асăрхавсем[тӳрлет]

  1. ^ Татьяна Романова. «Это у вас газеты умирают!», — Александр Страхов, генеральный директор холдинга «Медиа3» // Ведомости, № 199 (2221), 21 октября 2008
  2. ^ Русские издания за рубежом

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]