Артемьева Тамара Васильевна
Артемьева Тамара Васильевна, — чăваш ăсчахĕ, педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ (1996), доцент. 1958 çулхи кăрлач уйaхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Вăрмар районĕнчи Çӳлти Кинчерт ялĕнче çуралнă.
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1973 çулта Вăрмар районĕнчи Çĕнĕ Кинчерти сакăр çул вĕренмелли шкулта, 1977 çулта Канашри педагогика училищинче (1977) вĕреннĕ, 1977-1982 çулсенче ЧППИ пуçламăш классен факультетĕнче аслă пĕлӳ илнĕ. Вĕрентекен ĕçне Вăрмар районĕнчи Хуруйри сакăр çул вĕренмелли шкулта тытăннă, ун хыççăн Шупашкарти 3-мĕш интернат шкулта вăй хунă. Пултаруллă та тăрăшуллă вĕрентекене малтан Чăваш Енĕн вĕрентекенсен пĕлĕвне ӳстерекен институтĕнче методистра ĕçлеме чĕнсе илнĕ, каярах вăл РСФСР Çутĕç министерствин Наци шкулĕсен тĕпчев институчĕн Чăваш лабораторийĕнче вăй хунă. 1998 çултан пуçласа — Чăваш патшалăх педагогика институчĕн чăваш чĕлхи кафедрин доценчĕ. Тамара Артемьева — пуçламăш шкул валли чăваш чĕлхи программисене, вĕренӳ кĕнекисене, методика пособийĕсене çырса хатĕрлес ĕçе хастар хутшăнакан тĕпчевçĕ-педагог.
Т.В. Артемьевăн ăслăлăх интересĕсем чăваш шкулĕн пуçламăш класĕсенче тăван чĕлхене вĕрентессин проблемисемпе çыхăннă. Вăл чăваш шкулĕсенче вулама-çырма вĕрентессин психолингводидактика никĕсĕсене пуçласа тĕпчекенĕ, пуçламăш классенче чăваш чĕлхипе калăпланă вĕрентӳпе методика комплекчĕсен авторĕсенчен пĕри.
Пичетленнĕ ĕçĕсем:
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Система обучения родной грамоте в чувашской школе (на начальном этапе). Афтореферат. - Чебоксары, 1996;
- Чувашский букварь (учебник, рекомендован Мин. обр. ЧР) Чебоксары: Чув. кн. изд., 1985-2001 (в соавторстве);
- Родной язык в первом классе (уч. пособие, рекомендован Мин. обр. ЧР). - Чебоксары: Чув. кн. изд., 1989 (в соавторстве);
- Прописи (уч. пособие, рекомендован Мин. обр. ЧР). - Чебоксары: Чув. кн. изд., 1989 (в соавторстве);
- Родное слово. 2, 4 класс (учебник, рекомендован Мин. обр. ЧР). - Чебоксары: Чув. кн. изд., 1996, 1998 (в соавторстве);
- Чувашский язык. 2 класс (учебник, рекомендован Мин. обр. ЧР). - Чебоксары: Чув. кн. изд., 1996 (в соавторстве);
- Дидактический материал по чувашскому языку для 2-4 классов (уч. пособие, рекомендован Мин. обр. ЧР). - Чебоксары: Чув. кн. изд., 1996 (в соавторстве);
- Хрестоматия для маленьких (уч. пособие, рекомендован Мин. обр. ЧР). - Чебоксары: Чув. кн. изд., 2000 (в соавторстве);
- Подготовка детей 5-6 лет к школе (уч. пособие, рекомендован Мин. обр. ЧР). - Чебоксары: ЧР инст. обр. - 2002 (в соавторстве).