Архип Абагинский
Архип Абагинский (суя ят, чăн ячĕ Кудрин Архип Георгиевич), — совет тапхăрĕнчи якут сăвăçи. 1907 çулхи кăрлачăн 7-мĕшĕнче Якутин Олёкминск районĕнчи Абага ялĕнче çуралнă. 1960 çулхи авăн уйăхен 22-мешĕнче Якутскра вилнĕ.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1930-1932 çулсенче Иркутскри педагогика институтĕнче вĕреннĕ. 1941-1945 çулсенче Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Вăрçă иртнĕ çулсенче «Запад и Восток» (Анăçпа Тухăç) сăвăсен ярăмне пичетленĕ.
Ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ĕçĕсем 1927 çултанпа пичетленме пуçланă. Чи пĕрремĕш сăвăсен кĕнеки «Стихи и песни» (Сăвăсемпе юрăсем, 1927) ятлă пулнă. Каярахпа «Шаг за шагом» (Утăм хыççăн утăм, 1931), «От победы к победе» (Çĕнтерӳрен çĕнтерĕве, 1939), «Земля родная» (Тăван çĕр, 1950) тата ытти сăвă пуххисем кун çути курнă.
1933 çулта вăл «Шанхай» поэмине çырса кăларнă. Поэминче вара китай çыннисем хăйсен ирĕклĕхĕшĕн кĕрешнине сăнласа кăтартнă.