Якутск
Яку́тск (якут. Дьокуускай) — Раççей хули, Саха (Якути) Республики тĕп хули, Лена çинчи порт. Калăп хула, Раççейĕн çурçĕр-тухăçĕнчи пысăк этеплĕх, ăслăлăх тĕпĕ.
Тупмалли |
[тӳрлет] Тавралăхĕ
Хула Туймаада айлăмĕнче, Лена шывĕн сулахай çыранĕнче ларать.
Ӗмĕр шăнлăхĕн йăрăмĕнче вырнаçнă чи пысăк хула. Унăн çĕр лаптăкĕ 122 тăваткал çухрăм (хула çуммисĕр, хула çумĕсемпе - 3600 тăваткал çухрăм).
[тӳрлет] Климат
- Çул вăтам температури — −10,0 C°
- Çул вăтам çил хăвăртлăхĕ — 1,9 м/ç
- Çул вăтам сывлăш нӳрĕклĕхĕ — 67 %
[тӳрлет] Кун-çулĕ
1632 çулхи авăн, 25 Петр Бекетов ениçей çĕрпĕвĕн текĕрчи, Ленăн çыранĕсене тĕпчесе тухса, сылтăм çыранĕнче хальхи Якутскран 70 çм юхăм анаталла, борогон якутĕсен çĕрĕнче, Якути (Лена) острогне никĕс хурать. 1638 çулта острог çĕнĕрен йĕркеленĕ Якути воеводствин тĕпĕ пулса тăрать. 1642—1643 çç. острога хальхи вырăна — Туймаада айлăмне — куçараççĕ.
1643 çулта Якутск ят панă. Лена енĕн çар-административлă тата сутă-илӳ тĕпĕ пулса, 1708 çултанпа Çĕпĕр, XVIII ĕмĕрĕн вĕçĕнче — Иркут кĕпернине пăхăнса тăрать. 1822 çулта Якутск облаç хули пулса тăрать, 1851 çултанпа Якутск тĕп хулиллĕ Якути кĕпернийĕ хăй тĕллĕ облаç статусне çĕнсе илет.
Якутск хулин хастар аталанăвĕ И. И. Крафт кĕпернеттĕр тапхăрĕпе (1907—1913) çыхăннă. Хулара электростанци, телефон станци тунă, музей уçнă, Император географи пĕрлĕхĕн уйрăмне йĕркеленĕ.
1922—1991 çç. Якутск —Якути АССР-ĕн административлă тĕпĕ. 1991 çултанпа — Саха (Якути) Республикин тĕп хули.
[тӳрлет] Административлă пайланăвĕ
[тӳрлет] Административлă тăрăхсем
- Автодорожный тăрăх
- Гагарин тăрăхĕ
- Губинский тăрăх
- Октябрь тăрăхĕ
- Промышленный тăрăх
- Сайсар тăрăхĕ
- Строительный тăрăх
- Тĕп тăрăх
- Марха микрорайонĕ
- Кангалассы микрорайонĕ
- Табага посёлокĕ
- Хатассы наслег
- Маганчиркӳ ялĕ
- Тулагино-Кильдям наслегĕ
- Пригородное чиркӳ ялĕ
[тӳрлет] Халăхĕ
[тӳрлет] Демографи хыпарĕсем
Халăх йышĕ — 255 784 çын (2008) (210 642 çын 2002 çулхи халăх çыравĕпе). Çум территорисемпе — 276,2 пин çын (2008), ку республикăри 29 % халăхĕ пулать.
Халăх йышĕн улшăнăвĕ (пин çын)
| Çул | Халăх йышĕ | Хула çумĕпе |
|---|---|---|
| 1897 | 6,5 | |
| 1926 | 11 | |
| 1939 | 52,9 | |
| 1959 | 74 | |
| 1967 | 100 | |
| 1970 | 108 | |
| 1979 | 152,4 | |
| 1989 | 187,7 | |
| 1998 | 195 | |
| 2002 | 210,6 | 246,3 |
| 2005 | 235,61 | 247,1 |
| 2007 | 246 | 266,5 |
1 в 2004 году в городскую черту были включены посёлки Марха и Кангалассы.
[тӳрлет] Наци йышĕ
[тӳрлет] Тĕн
[тӳрлет] Экономика
[тӳрлет] Транспорт
Якутск Ленăн сулахай çыранĕнче ларать. Юханшыв порчĕ ĕçлет. Ун витĕр, чукун çул çуккипе, питĕ нумай япала турттараççĕ. Унсăр пуçне, юханшыв пассажир транспорчĕпе хула Якутин Лена бассейнĕнчи хуласемпе: Олёкминскпа, Сангарпа, Жиганскпа — çыхăнать. Экономикăпа техника сăлтавĕсемпе 2008 çулта Хандыгăпа йĕркеллĕ çыхăнăва чарса хунă.
Автомобиль транспорчĕпе Якутска çитме йывăр: федераци трасси M56 «Лена» Ленăн сылтăм çыранĕнчи Якутска хирĕçле Анат Бестях посёлокне çити çеç пур. Якутскпа çулла — япала-пассажир паромĕ, хĕллехи тапхăрта (раштав — ака) — юханшыв пăр çийĕпе, пăр кайавĕпе пăр тăнăвĕ чухне сывлăшпа
кăна çыхăну пур. Çулĕ ытларах гравий витĕмлĕ. Томмот — Качикатцы çул пайĕнче питĕ нумай усă курнипе пĕтĕмпех ишĕлĕве çитнĕ — ăна пурĕпе юсамалла. Хăш чухне федераци автоçулĕ «Колыма» (Якутск — Магадан) ĕçлет, 2008 çултанпа тăпра çулсене асфальт витеççĕ.[1] В 2007 году автодорога «Вилюй» (Якутск — Вилюйск — Мирный — Ленск — Усть-Кут — Тулун) включена в список федеральных дорог. Однако фактически такой дороги не существует.[2] Участок Ленск — Усть-Кут является зимником, по которому автомобильное сообщение возможно около трёх месяцев в году. На участке Якутск — Мирный круглогодичное сообщение возможно только условно, в некоторых местах во время проливных дождей полотно дороги (как и в случае с автодорогой «Лена») превращается в болото.[3]Ытти çул пайĕсене реконструкцилемелле.
[тӳрлет] Çутĕç тата Ăслăх
- Якути патшалăх университечĕ
- Якутии патшалăх ял хуçалăх академийĕ
- Якути патшалăх педагогика академийĕ
- Якути патшалăх инженер-техника институчĕ
- Арктика патшалăх ӳнерпе культура институчĕ
- Якути экономикăпа право институчĕ (мускав Ӗçпе социаллă хутшăнусен академийĕн филиалĕ)
[тӳрлет] Спорт
Хулара хальхи шайри пăр керменĕ «Эллэй Боотур», искусствăллă витĕмлĕ стадион «Туймаада», спорт керменĕ «Çĕнтерĕве 50 çул», спорт комплексĕ «Модун» тата урăх спорт çурт-йĕрĕ пур.
Раççей чемпионтĕнче хула ятне «Заря» мини-футбол клубĕ хӳтĕлет. 2008 çулта çак команда аслă лигăра 4-мĕш вырăн йышăнать.
2007 çулта Якутскра Раççей бокс чемпионачĕ тата Футзал Тĕнче Черкки иртнĕ.
[тӳрлет] Этеплĕх
[тӳрлет] Театрсем
- Саха академи П.А. Ойунский ячĕллĕ театăрĕ
- Патшалăх академи вырас драма А.С. Пушкин ячĕллĕ театр
- Саха (Якути) Республикин патшалăх оперăпа балет Д.К. Сивцев–Суорун Омоллон ячĕллĕ театăрĕ
- Саха (Якути) Республикин патшалăх эстрада театăрĕ
- Саха (Якути) Республикин патшалăх юморпа сатира театăрĕ
- Саха (Якути) Республикин патшалăх наци ташă С.А. Зверев-Кыыл Уол ячĕллĕ театăрĕ
[тӳрлет] Цирк
[тӳрлет] Музейсем
- Çурçĕр халăхĕсен историпе культурин Е. Ярославский ячĕллĕ пĕрлештернĕ музей
- Мамонт музейĕ
- Варган мусăкĕн хомус музейĕ
- Патшалăх М. К. Аммосов ячĕллĕуниверситечĕн Нумизмат музейĕ
- Наци ӳнермузейĕ
- Литература П.А. Ойунский ячĕллĕ музейĕ
- «Якути политика ссылка музейĕ» çурт-музей
- Археологи, этнографи тата аслă шкул музейĕ
[тӳрлет] Тăванлă хуласем
Фэрбенкс (Аляска штачĕ) АПШ;
Дармштадт в Германии;
Мураяма, Япони- Шаблон:Корей Республики ялавĕ Чханвон, Корей Республики.
Харбин, Китай;
[тӳрлет] Каçăсем
| Якутск Викиампарта? |
- Хула администрацийĕн официаллă сайчĕ
- Якутскăн пĕрремĕш социаллă эрешĕ
- Якутск хулин хыпар-кану сайчĕ
- Якутск онлайн
- Хыпар кану порталĕ «Столица»
- Первый информационно-аналитический портал SakhaNews.Информационное агентство SakhaNews
- Интернет-газета Якутия24/Yakutia24
- Якути республика шырав сайчĕ «Место встречи»
- Республика общество-политика куллен кун хаçат «Якутия»
- Шаблон:Викиçулçӳрев
- Фотосайт «Якутск в фотографиях»
- «Справочник по городу Якутску»
- Якутск музейĕсем
Шаблон:Якути Шаблон:Лена çинчи пурăну вырăнĕсем
Цитатăланă чухнехи йăнăш Для существующего тега <ref> не найдено соответствующего тега <references/>