Якутсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Якутсем (хăйсене саха теççĕ), — тĕрĕк чĕлхеллĕ халăх. Якут чĕлхипе калаçаççĕ.

Хутăш çемьере çуралнă çынна сахаляр теççĕ.

Этимологи[тӳрлет]

"Якут" сăмаха чăваш чĕлхине вырăс чĕлхинчен кĕртнĕ. Историксем тĕпчев ĕçĕсемпе килĕшӳллĕн, якут тени, вырăссем Çĕпĕре пусмăрланă тапхăрта, XVII-мĕш ĕмĕрте, пĕрремĕш эвенк çул кăтартса пыракан сăмахĕнчен пулса кайнă имĕш. Эвенксен чĕлхипе, кӳршĕ халăха "ёкё" тенĕ пулат. Вырăссем вара, хăйсем манерлĕ, якут теме пуçланă пулат.

Халах кун-çулĕ[тӳрлет]

Ăсчахсем (ытларахăш пайĕ) якутсем XII ĕмĕрте Байкал кӳлли тăрăхĕнчен Лена, Алдан, тата Вилюй юханшывсен тăрăхне куçнă тесе шутлаççĕ. Ку тăрăхра вĕсенчен палеоази халахĕсем пурăннă. Якутсем килсен лешсен вара урăх çĕрсем çине куçма тивнĕ. Якутсем выльăх-чĕрлĕх ерчетнĕ, суту-илӳпе пурăннă. Çавăн пекех вĕсем хăйсен тĕнне тата çарне аталантарнă.

Халăх йышĕ[тӳрлет]

2002 çулхи перепись тăрăх Раççейре 450 пин якут пулнă. Вĕсем ытларах енĕпе Якутинче пурăннă. Унсăр пуçсăр якутсем çавăн пекех Иркутск, Магадан облаçĕсенче, Хабаровскпа Красноярск Енĕсенче, Таймырта тата Эвенк автономи округĕнче пурăннă. Якутинче якутсем пĕтĕм халах йышĕнче 45% йышăнаççĕ.