Аслă Петĕр

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ытти пĕлтерĕшсене Пётр I (пĕлтерĕшсем) статьяра пăхăр.
Пётр

Пётр I Аслă (Пётр Алексеевич Романов) 1672 çулхи çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче (çу уйăхĕн 30-мĕшĕнче кивĕ вăхăт шучĕпе) çуралнă. 1725 çулхи нарăсăн 8-мĕшĕнче (кăрлачăн 28-мĕшĕнче кивĕ вăхăт шучĕпе) вилнĕ. 1682 çултанпа - Раççей патши, 1721 çулхи кăрлачăн 20-мĕшĕнчен - Раççейĕн пĕрремĕш императорĕ. Пётр I Раççейĕн чи паллă политикĕ шутланать.

Ачалăхĕ[тӳрлет]

Стрелецсен 1682 çулхи пăлхавĕ[тӳрлет]

1682 çулхи ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче начар та чирлĕ патша Фёдор Алексеевич вилсе кайнă. Ун хыççăн кама патшана лартмалли ыйту çĕкленнĕ: йăла-йĕрки тăрăх аслă ывăлне Иван Алексеевича, чирлĕ те тайлăк ăслăскерне, е ача çуллĕ Петĕре. Чиркӳ çыннисене (Иоаким патриарха), хăйсен енне çавăрса, Нарышкин çемйипе вĕсен майлисем Пётра патша вырăнне лартнă, унăн амăшне, Наталья Кирилловнăна, патшалăх ĕçĕсене тытса пыма ирĕк панă. Анчах çакăнпа Иванпа Софья хурăнташĕсем – Милославскисем, - Пётра патшана лартни хăйсене хĕстерни пулать тесе- килĕшмен. Милославскисем вара стрелецсене - Мускавра çав вăхăтра вĕсен шучĕ 20 пинĕ ытла çын пулнă - 1682 çулхи çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче пăлхава çĕкленĕ. Стрелецсем патшалăхăн çак пăтрашуллă самантĕнче хăйсен ĕçĕсене майлаштарасшăн пирки Милославскисемпе çыхăңнă: XVII ĕмĕр вĕçĕнче çĕнĕ полксене хатĕрленĕ май стрелецсен хакĕ чылаях ӳкнĕ, татах та вĕсенчен ирĕклĕх-çăмăллăхсене туртса илнĕ: стрелецсем çине ясак хунă, час-часах вĕсене шалу кая юлса пама пуçланă, вĕсен хушшисенче пурлăх енĕпе танмарлăхсем сарăлнă.

Вуламалли[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]

Шаблон:Succession boxШаблон:Succession box two to one


Flag of Russia.svg Раççей империн императорĕсем
Пётр I Алексеевич | Екатерина I Алексеевна | Пётр II Алексеевич | Анна Иоанновна | Иван VI Антонович | Елизавета Петровна | Пётр III Фёдорович | Екатерина II Алексеевна | Павел I Петрович | Александр I Павлович | Николай I Павлович | Александр II Николаевич | Александр III Александрович | Николай II Александрович