Франци чĕлхи
Википедири материал
| Патшалăхсем: | Франци, çав шутра Францин тинĕс çĕрĕсем, Канада, Бельги, Швейцари, Ливан, Люксембург, Монако, Марокко, Алжир, Тунис; анăç- тата вар-африка патшалăхĕсем: Кот-д'Ивуар, Демократи Республики Конго, Нигер, Сенегал; Гаити, Маврики; хăш ази патшалăхĕсем: Лаос, Камбоджа тата Вьетнам; Мексика; АПШ штачĕ Луизиана |
| Официаллă статус: | 29 патшалăхра, çав шутра Франци, Бельги, Канада, Швейцари |
| Рейтинг: | 10 |
| Классификаци | |
| Категори: | Еврази чĕлхисем |
| Инди-европа чĕлхисем | |
| Çырулăх: | латиница |
| Чĕлхе кодĕсем | |
| ГОСТ 7.75–97: | фра 745 |
| ISO 639-1: | fr |
| ISO 639-2: | fre (B); fra (T) |
| ISO 639-3: | fra |
| Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика | |
Франци чĕлхи (le français, la langue française) — французсен (Францин официаллă чĕлхи), Бельгин, Швейцарин, Канадăн франци чĕлхиллĕ халăхĕ (вĕсенче вăл официаллă чĕлхесенчен пĕри пулать). Франци чĕлхипе нумай патшалăхра Африкăри, Кариб бассейнĕн (Гаити т. ур.), Франци Гвиани саралнă, çав шутра официаллă чĕлхе вырăнĕнче те шутланать.
Инди-европа чĕлхе çемьин (роман ушкăнĕ, галл-роман ушкăн пайĕ). Латынь халăх чĕлхинчен аталанса, ушёл от нее дальше, чем любой другой романский язык[1]. Çырулăхĕ латин алфавичĕн никĕсĕпе.
Пĕрлешӳллĕ Нацисен Йĕркеленӳлĕхĕн 6 официаллă чĕлхинчен пĕри. Франци чĕлхипе калаçакан йышĕ — 130 млн яхăн çын (2000). Франци чĕлхи тĕнчери халăх хушшинчи нумай йĕркеленӳлĕхĕн официаллă чĕлхи тата чылай çын вĕренекен ютçĕр чĕлхи шутланать. Франци чĕлхипе ăнланса калаçма пултаракан çын — 200 миллиона яхăн (Франци Академийĕн сайчĕн хыпарĕпе килĕшӳллĕ)[2].
Légende:
тĕттĕм кăвак: тăван чĕлхи ;
кăвак: патшалăх чĕлхи ;
çутă кăвак: культура чĕлхи ;
кăшăл: франци чĕлхипе калаçакан сахалтанăшĕсем.]] Чĕлхе кочĕ - fr (ISO 639 тăрăх)
Тупмалли |
[тӳрлет] Тĕнчере сарални
[тӳрлет] Францири официаллă статусĕ
Франци Конституцийĕпе чĕлхе официаллă статусне 1992 çулта тивĕçнĕ. Пĕтĕм официаллă документа тата килĕшӳ хутне франци челхипе çырмалла. Эхер те янравра ютçĕр чĕлхи сăмахĕсем пур пулсан, вĕсен куçарăвĕ пулмалла.
[тӳрлет] Канадăри официаллă статусĕ
Квебек провинцин официаллă чĕлхи, Канадăн тата Нью-Брансуик провинцин 2 официаллă чĕлхесенчен пĕри шутланать. Квебекри франци чĕлхи саккунĕпе, патшалăх шкулĕсенче пур ачана, акăлчан чĕлхиллĕ канада гражданĕсен ачисемсĕр пуçне, франци чĕлхипе вĕрентмелле.
[тӳрлет] Урăх çĕршывсенчи официаллă статусĕ
Бельгире, Канадăра, Люксембургра, Швейцарире тата чылай африка патшалăхĕсенче.
[тӳрлет] Чĕлхен тĕнче паллăхĕ
Франци чĕлхине тĕнче йĕркеленӳлĕхĕсенче тăшлă усă курни чакса пыни тӳрех курăнать. Франци чĕлхин халăхсен хушшинчи курăмĕ уçăмлă пулин те, çапах та ăна сахаллатса ĕçе кĕртеççĕ. ПНЙ 1995 çултанпа Франкофони агентствин пăхса тăракан статусĕ. ПНЙ 185 патшалăх-пайташĕнчен 56-шĕ Франкофони хутшăнаканĕ пулса ПНЙ секретариатне хăйсемпе францилле калаçма сĕнет пулин те, акăлчан чĕлхи ĕç-хĕлре анлă вырăна йышăнса пырать. Франци чĕлхине сайра усă курни персонала (франци чĕлхине пĕлни кирлĕ ыйтăм пулмасть) ĕçе илнинчен, акăлчан таврашлăхĕнчен, бюджета чакарнинчен килет.[3]
ЕП франци чĕлхи официаллă шутланать. Франци чĕлхин пуласлăхĕ улшăнакан Европа Пĕрлехĕнчи унăн вырăнĕнчен килет. ЕП йышне Финлянди, Австри, Швеци кĕни франци чĕлхине татах хавшаклатать, мĕншĕн тесен çак патшалăхсенче акăлчан чĕлхипе те калаçаççĕ. ЕП сарални Рим килĕшĕвĕн принципне пурнăçа кĕртессине чăрмавлать, ăна тӳрĕпех пурнăçласан, пур пайташ-патшалăхăн чĕлхи ЕП официаллă чĕлхи шутланать.[4]
Паллă франци лингвисчĕ Р. Шодансон радикальное сĕнӳ панă: виçĕ ĕç чĕлхине — акăлчан, франци тата нимĕç — упраса пымалла. Франци премьер-министрĕ Франци Л. Жоспен шухăшĕпе, «ЕП варĕнче чĕлхе нумай тĕрлĕлĕхĕ кирлĕ ыйтăвĕсенчен пĕри пулать. Европăра франци чĕлхи хăш вырăна йышăнать, çавăнтан вăл тĕнчере хăйĕн туртăм вăйне упраса хăварни килет. Пĕр чĕлхе те ЕП институтĕсенче пĕртен-пĕр хутшăну чĕлхи пулма пултараймасть. Çакна пула Франци хăйĕн чĕлхин ĕç чĕлхи шайне ӳстерес тĕллевпе тăрăшать».[5]
[тӳрлет] Алфавичĕ
Франци алфавитĕнче 26 мăшăр латин сас паллипе (строчные и прописные) диакритика паллипе усă кураççĕ.
| Латин сас палли | Сас паллин франци палăртăвĕ (МФА) | Вырăс танлăшĕ | Латин сас палли | Сас паллин франци палăртăвĕ (МФА) | Вырăс танлăшĕ | |
|---|---|---|---|---|---|---|
| A a | ɑ | а | N n | ɛn | эн | |
| B b | be | бе | O o | o | о | |
| C c | se | се | P p | pe | пе | |
| D d | de | де | Q q | ky | кю | |
| E e | œ | ё | R r | ɛr | эр | |
| F f | ɛf | эф | S s | ɛs | эс | |
| G g | ʒe | же | T t | te | те | |
| H h | aʃ | аш | U u | y | ю | |
| I i | i | и | V v | ve | ве | |
| J j | ʒi | жи | W w | dubləve | дубль-ве | |
| K k | kɑ | ка | X x | iks | икс | |
| L l | ɛl | эль | Y y | igrɛk | игрэк | |
| M m | ɛm | эм | Z z | zɛd | зэд |
Тата диакритикӑллӑ саспаллисем пур:
à â æ ç è é ê ë î ï ô œ ù û ü ÿ
[тӳрлет] Орфографи
[тӳрлет] Морфологи
[тӳрлет] Антропонимика
[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет] Асăрхаттарусем
- ↑ http://www.academie-francaise.fr/langue/index.html Du francois au francais (фр.)
- ↑ http://www.academie-francaise.fr/langue/index.html La francofonie (фр.)
- ↑ И. В. Чернов. Международная организация Франкофонии: лингвистическое измерение языковой политики. СПб.:2006, стр. 45
- ↑ Treaty of Rome to build a European Economic Community, 25 March 1957//http://www.treatyofrome.com/treatyofrome.htm
- ↑ И. В. Чернов. Международная организация Франкофонии: лингвистическое измерение языковой политики. СПб.:2006, стр. 83
[тӳрлет] Вуламалли
[тӳрлет] Каçăсем
- Alliance française
- Свободная озвученная база французских слов. Это база данных звуковых записей, содержащая около 7000 слов и выражений на французском языке.
- Гак. В. Г. Французский язык (Лингвистический энциклопедический словарь, М., 1990, с. 562—563) на портале Philology.ru
- Словарь французского арго.
- Газета для изучающих французский язык.
- Грамматика французского языка в схемах и таблицах.
- Газета La Langue française для изучающих и преподающих французский язык.
| ПНЙ официаллă чĕлхисем |
|---|
| акăлчан | арап |вырăс | испан | китай | франци |