Белобородов Афанасий Павлантьевич
Белобородов Афанасий Павлантьевич | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Çуралнă вăхăт | 1903, кăрлач, 18 | |||||||||||||||||||||||||||||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вырăн | Акинино-Баклаши ялĕ, Иркутск облаçĕ, Раççей империйĕ | |||||||||||||||||||||||||||||||||||
Вилнĕ вăхăт | 1990, авăн, 1 | |||||||||||||||||||||||||||||||||||
Вилнĕ вырăн | Мускав, Раççей | |||||||||||||||||||||||||||||||||||
Пăхăнулăх | СССР | |||||||||||||||||||||||||||||||||||
Хисеп | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Командăланă | 78-мĕш стрелоксен дивизийĕ, 43-мĕш çар | |||||||||||||||||||||||||||||||||||
Çапăçусем/вăрçăсем | Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи | |||||||||||||||||||||||||||||||||||
Чыславсем тата парнесем |
|
Афанасий Павлантьевич Белобородов — (1903—1990) — совет çарпуçĕ, иккĕ хут Совет Союзĕн Паттăрĕ, Витебска нимĕç оккупанчĕсенчен ирĕке кăларнă 43-мĕш çар ертӳçи, çар генералĕ.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Афанасий Павлантьевич Белобородов 1903 çулхи кăрлачăн 18 (31)-мĕшĕнче Акинино ялĕнче, халĕ Иркут облаçĕнче, çĕр ĕçтеш çемйинче çуралнă. 1919—1920 çулсенче партизан ушкăнĕнче Инçет Тухăçра çапăçнă. Хĕрлĕ Çарта 1923 çулта хĕсмете кĕнĕ. Пехота шкулĕнче 1926 çулта вĕреннĕ, кайран, 1929 çулта вăрçă политики курсĕсенче пĕлӳ пухнă. 1936 çулта Фрунзе ячĕллĕ Çар Академинче вĕренсе тухнă. 1929 çулхи КТЧÇ çинчи çапăçусене хутшăннă. ПКП(б) пайташĕ (1926).
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче 1941 çулхи юпа уйăхĕнчен пуçласа. Мускав çапăçăвĕнче палăрнă 78-мĕш (каярах 9-мĕш гварди) стрелоксен дивизийĕн командирĕ. 1942 çулхи юпа уйăхĕнчен пуçласа стрелоксен корпусĕн командирĕ, 1944, çу — Белорусси çар операцине хутшăннă («Багратион» операцийĕ — 1944, çĕртме), Витебск хулине ирĕке кăларнă 43-мĕш çарăн çарпуçĕ. Çак çарпах вăл Литвана ирĕке кăларнă тата Тухăç-Прусси операцине хутшăнать. Японине хирĕç вăрçăра 1945 çулхи çурлара 1-мĕш Хĕрлĕ Ялавлă çара ертсе пынă.
Вăрçă хыççăн «Выстрел» курсĕсен пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ, 1955 çулта Воронеж вăрçă тăрăхĕн çарпуçĕ, 1957 çулта СССР Хӳтлев министерствин кадрсен Тĕп тытăмлăхĕн пуçлăхĕ. 1963 çулта Мускав çар округĕн ертӳçи. 1968 çултанпа СССР Хӳтлев министерствин явăплă ĕç вырăнĕнче. СССР Аслă Канашĕн 3-мĕш тата 7-мĕш чĕнĕвĕсен депутачĕ. Витебскăн чыслă гражданинĕ.
Афанасий Павлантьевич Белобородов 1990 çулхи авăнăн 1-мĕшĕнче вилнĕ. Ăна "Снегири" мемориал вăрçă çăви çине пытарнă.
Кĕнекесем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Сквозь огонь и тайгу. М., 1960.
- Приказ командира - закон для воина. М., 1969.
- Ратный подвиг. 2-е изд., испp. и доп. М., 1973.
- Прорыв на Харбин. М., 1982.
- Всегда в бою. М., 1984.
Чыслани
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Совет Союзĕн Паттăрĕн «Ылтăн Çăлтăр» медалĕ № 4157 (22.07.1944)
- Совет Союзĕн Паттăрĕн «Ылтăн Çăлтăр» медалĕ № 5542 (19.04.1945)
- 5 Ленин орденĕ
- Октябрь Революци орденĕ
- 5 Хĕрлĕ Ялав орденĕ
- I-мĕш степеньлĕ Суворов орденĕ
- II-мĕш степеньлĕ Суворов орденĕ
- II-мĕш степеньлĕ Кутузов орденĕ
- I-мĕш степеньлĕ Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕ
- III степеньлĕ «СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсенче Тăван Çĕршыва хӳтĕленĕшĕн» орденĕ
- медальсем
Асăнмалăх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тулаш ӳкерчĕксем | |
---|---|
Аннотаци хăми, Витебск | |
Мемориал хăми, Шелехов |
- А. П. Белобородов çар генералĕ ятне Мускавра — (Белобородов генерал урамĕ), Иркутскра, Калининградра, Мытищире, Нахабинора, Витебскра тата Шелеховра урамсене, проспекта — Истрăра панă.
- Иркутскра тĕп вăрçă мемориалĕ патĕнче генерал бюсчĕ (скульптор Г. И. Мотовилов, архитектор Л. М. Поляков)[1].
- Иркутскра, 9-мĕш пехотна школĕ çине 2003-мĕш çулхи кăрлачра асăну хăми вырнаçтарнă[2]
- Мускавра 1918 № шкул çурчĕ çине асăну хăмине çакнă: Генерал Белобородов ур., 22.
- Витебскра, Белобородов проспекчĕн пĕр çурчĕ çине асăну хăмине çакнă.
- Паттăрăн тăван çĕрĕнче, Баклашино шкулне Белобородов ятне тивĕçтернĕ, шкул çурчĕ çине асăну хăмине çакнă[3].
- Иркутскра, Афанасий Белобородов вĕреннĕ çурт çине асăну хăмине çакнă[4].
- А. П. Белобородов генерал «Дивизи командирĕн кунĕ» фильмри персонаж
- А. П. Белобородов генерал 59 № шкулăн (халĕ 1286) музейне йĕркелесе янă.
-
А. П. Белобородов бюсчĕ, Иркутск.
-
Иркутскри пехота шкулĕн çурчĕ çинчи асăну хăми.
-
А. П. Белобородов ятне «Çĕпĕр салтакĕсене» мемориал комплексĕн плити çинче каснă, Ленино-Снегири вăрçă кун-çулĕн музейĕ..
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Белобородов Афанасий Павлантьевич «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче Шаблон:Проверено
- Ача-пăча вылавăвăшĕ №23, Иркутск
- День командира дивизии. 2015 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ. А.Бек.
- Последний приказ генерала. И. Николаев. «Звезда». 2001, № 10.
- Подборка статей Клуба ИСТОК г. Истра
- Сыну Сибири А. П. Белобородову
- ^ Фотографии бюста в Иркутске.[1]Шаблон:Проверено[2]Шаблон:Проверено
- ^ Белобородов Афанасий Павлантьевичăн асăну хăми 2014 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Официальный сайт администрации города Шелехов 2012 ҫулхи Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Мемориальные доски и памятники Иркутска 2011 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ.
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Иркутск облаçĕнче çуралнисем
- Мускавра вилнисем
- Çар генералĕсем (СССР)
- Ленин орденĕн кавалерĕсем
- Октябрь Революци орденĕн кавалерĕсем
- Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕсем
- 1 степеньлĕ Суворов орденĕн кавалерĕсем
- II степеньлĕ Суворов орденĕн кавалерĕсем
- II степеньлĕ Кутузов орденĕн кавалерĕсем
- Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕн кавалерĕсем
- «:СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсенче Тăван Çĕршыв хĕсметĕнче тăнăшăн 3 степеньлĕ орденĕн кавалерĕсем
- «Мускава хӳтĕленĕшĕн» медальпе чысланисем
- «Сталинграда хӳтĕленĕшĕн» медальпе чысланисем
- «Тăван Çĕршывăн 1941-1945 çç. Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальпе чысланисем
- «Японие çĕнтернĕшĕн» медальпе чысланисем
- «Кенигсберга илнĕшĕн» медальпе чысланисем
- «СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсен ветеранĕ» медалĕпе чысланисем
- «Çерем çĕрĕсене пусаланăшăн» медальпе чысланисем
- «РХХÇ XX çулта» медальпе чысланисем
- СССР çарпуçĕсем
- Икĕ хут Совет Союзĕн Паттăрĕсем
- Суворов орденĕн кавалерĕсем
- Кутузов орденĕн кавалерĕсем
- Раççей империнче çуралнисем
- 1903 çулта çуралнисем
- 1990 çулта вилнисем
- Авăнăн 1-мĕшĕнче вилнисем
- Витебскăн чыслă гражданĕсем