Контент патне куҫ

Беринг хушăкĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Беринг тинĕс пырĕ ҫинчен куҫарнӑ)
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Беринг хушăкĕ (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице

Беринг тинĕс пырĕ — космос спутник фотографийĕ

Бе́ринг тинĕс пырĕ (акăл. Bering Strait) — Азин чи тухăç çĕрĕпе (Дежнёв сăмсахĕ) Çурçĕр Америкăн чи анăç çĕрĕ (Принц Уэльский сăмсахĕ) хушшинчи тинĕс пырĕ , тепĕр сăмахпа, Раççейпе АПШ-на уйăракан тинĕс пырĕ.

Чи кĕске анлăш — 86 км, фарватерăн чи тарăн мар вырăнĕ — 36 м. ТИнĕс пырĕ Çурçĕр Пăрлă океана (Чукот тинĕсĕ) Лăпкă океанпа (Беринг тинĕсĕ) çыхăнтарать. Тинĕс пырне вырăс тинĕс çӳревçи Витус Беринг (хăй Данире çуралнă) ятне панă, вăл çак çулпа европа тинĕс çӳревçисенчен пĕрремĕш 1728 çулта тухнă, 1648 çулта, Берингран 80 çул маларах, çак çулпа Семён Дежнёв çӳренĕ, унăн ячĕпе тинĕс пырĕнчи самсаха ят панă.

Беринг тинĕс пырĕ варринче Диомид утравĕсем вырнаçнă. Чи пысăкки — Ратманов утравĕ, вăл анăçарах выртать, Раççейĕн çĕрĕ шутланать. Диомид пĕчĕк утравĕ, АПШ утравĕ пулать.

Пĕчĕк Диомид утравĕнчи шкулта Раççей еннелле сăнакан веб-камера лартнă.

Çак тинĕс пырĕ урлă тоннельпе Çĕпĕре Аляскăна çыхăнтармалла проект туса хатĕрленĕ

СССР маркки

.

Çавăн пекех пахăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]