Биологи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Биологи (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Биологи (грек βιολογία; ав.гр. βίος «пурнăç» + λόγος «вĕрентÿ, ăслав»[1]) , — чĕрĕ çутçанталăка тата вăл тавралăхпа еплерех çыхăнура тăнине тĕпчекен ăслăх.

Хальхи вăхăтра биологи пĕтĕм тĕнчери вăтам тата аслă шкуллсенче   стандартлă предмет пулса тăрать.

Çулсерен биологипе, çавăн пекех медицинăпа, биомедицинăпа[2], тата биоинженерипе миллион ытла статья тата кĕнеке пичетленсе тухать.

Ротавірусна інфекція Сенполія
Сонечко (Harmonia axyridis) Вивірка (Sciurus) або білка


Биологи сăмаха усă курма пĕр-пĕринчен уйрăм 1802 çулта Ж. Б. Ламарк тата Г. Р. Тревиранус сĕннĕ. Çавăн пекех ку сăмах Т. Роозе (1797) и К. Бурдах (1800) хайлавсенче пур.

Биологи пурнăçăн мĕнпур аспекчĕсене тишкерет, уйрăммăн илсен: структурине, функциленине, ÿснине, пулса кайнине, эволюцие тата чĕрĕ организмсем Çĕр çинче епле валĕçĕннине. Чĕрĕ пурăнавçăсен Классификацийĕ тата вĕсене çырса кăтартасси, биологилле тĕссем мĕнле пулса кайса пĕр-пĕринпе тата тавралăхпа çыхăнни — кусем те биологи талккăшнех кĕреççĕ[3].

Çутçанталăк ăславĕсенчен биологи хăйне пайăррăн XIX-мĕш ĕмĕрте уйрăлса тухнă: шăпах ун чухне чĕрĕ организмсене чĕрĕ маррисенчен уйăрса тăракан енсене тата палăрăмсене тупса палăртнă.

Тĕнчен биологилле карччынĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пайрăм теорийĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕп статья: Пайрăм теорийĕ

Пайрăм теорийĕ — пĕтемĕшле йышăннă биологилле пĕтĕмлетÿсенчен пĕри, унпа килĕшÿллĕн, ӳсентăрансенче, чĕрчунсенче тата ытти пайрăмла тытăмлă чĕрĕ организмсенче хайхи пайрăм пĕрлĕхле элемент пулса тăрать.

Эволюци[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕп статья: Эволюци

Эволюци, биологи́лле эволю́ци (лат. evolutio — «сарăлни») — чĕрĕ çутçанталăк аталанăвĕн популяцисен генетикăллă тытăмĕ улшăннипе, адаптацисемпе, тĕссем çуралнипе е вилнипе, экотытăм тата биосфера пĕтĕмĕшле трансформациленнипе палăрса тăракан юрилле мар процесĕ.

Ген теорийĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕп статья: Ген

Ген (ав.гр. γένος — ăру) — классикăлла генетикăра — несĕллĕх факторĕ, вăл хăй çинче организмăн пĕр-пĕр палли е функцийĕ тĕлĕшпе информаци «çĕклесе çÿрет» тата вăл хăй те çав несĕллĕхĕн структурăлла тата функцилле пĕрчи пулса тăрать.

Çакнашкал хапапа «ген» термина 1909-мĕш çулта дан ботаникĕ, ÿсентăрансен физиологĕ тата генетикĕ Вильгельм Йоханнсен кĕртнĕ[4].

Каярахпа, çĕнĕ пĕлÿсем пухăннă май, кунашкал палăртава татах та тĕллĕхлерех тунă, анчах капла ансаттăн калани те питех кивелмен.

Гомеостаз[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕп статья: Гомеостаз

Гомеоста́з (ав.гр. ὁμοιοστάσις, ὅμοιος «пĕр пек, евĕрлĕ» + στάσις «тăру; хускалманлăх») — хăйрегуляцилев, способность уçă система хăйĕн шалти тăрăмне, реакцисене динамикăлла шайлашулăхшăн координацилесе, улшăнми сыхлама пултарни. Система, тавралăхăн хирĕçтăрăвне сирсе, хăйне хăй çине çинех унчченхи пек майлаштарма туртăнни.

Melvin Calvin
Мелвин Кальвин. Фотосинтез химизмне тĕпченĕ. Нобель премийĕн лауреачĕ (1961)

Энерги[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕп статья: Энерги

Энерги татти-сыпписĕр пырса тăнинчен килет. Мĕн организмшăн çимĕç вырăнĕнче, çавă энерги çалкуçĕ те пулса тăрать. Çапла вара, ку процесра çав çимĕç молекулисенчен энерги те килсе тăрать, çав вăхăтрах организм валли кирлĕ ытти молекулăсмепе те химилле реакцисемпе майлашăнаççĕ.

Энерги илмелли пĕрремĕшле çăлкуç — ытларах чухне çутă тата, çав шутра, тĕпрен илсен, Хĕвел çути, анчах та хăшпĕр бактерисем тата архейсем энергие хемосинтез майĕпе илсе тăраççĕ.

Çутă энергийĕ, фотосинтез тивлечĕпе, органикăлла япалалăхсен химилле энергине куçать, вăл вара пурнăçа тытса пырать, биомассăна ÿстерет, пĕр пайĕ тавралăха ăшă халлĕн тата каяш пек тавралăха саланать. Хайхи юлашки тапхăр вăл сывлав тата метаболизм.

Пурнăç йĕркеленĕвĕн шайĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чĕрĕ организмсем — кăткăс структурăсем, çавна май биологире вĕсене тĕрлĕ шайсенче пăхса тухаççĕ. Вĕсене черетлесе тухасси тĕлĕшпе, хăшне-пĕрне пĕрлештеме те май пуррипе, тĕрлĕ вариансем пур. Шайсене, сăмахран, ак çапла палăртма пулать.

  • Молекулăсен шайĕ.
  • Пайрăмсен шайĕ.
  • Тĕртĕмсен шайĕ.
  • Органсен шайĕ.
  • Организмсен шайĕ.
  • Популяци-тĕс шайĕ.
  • Биогеоценоз шайĕ.
  • Биосфера шайĕ.

Биологилле ăславсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Биологилле дисциплинăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Акарологи — Анатоми — Альгологи — Антропологи — Апиологи — Арахнологи — Бактериологи — Биогеографи — Биогеоценологи — Биотехнологи — Биоинформатика — Океан биологийĕ — Аталану биологийĕ — Биометри — Бионика — Биосемиотика — Биоспелеологи — Биофизика — Биохими — Ботаника — Биомеханика — Биоценологи — Биоэнергетика — Бриологи — Вирусологи — Гельминтологи — Генетика — Геоботаника — Герпетологи — Гидробиологи — Гименоптерологи — Гистологи — Дендрологи — Диптерологи — Зоологи — Зоопсихологи — Иммунологи — Ихтиологи — Колеоптерологи — Космос биологийĕ — Ксенобиологи — Лепидоптерологи — Лихенологи — Малакологи — Микологи — Микробиологи — Мирмекологи — Молекулярлă биологи — Морфологи — Нейробиологи — Орнитологи — Одонатологи — Ортоптерологи — Палеонтологи — Палинологи — Паразитологи — Радиобиологи — Систематика — Системная биология — Синтетикăлла биологи — Таксономи — Теорилле биологи — Териологи — Токсикологи — Фенологи — Физиологи — ВНД физиологийĕ — Чĕрчунсен тата этем физиологийĕ — Ӳсентăрансен физиологийĕ — Фитопатологи — Флористика — Цитологи — Эволюцилле биологи — Экологи — Эмбриологи — Эндокринологи — Энтомологи — Этологи.

Биологи историйĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕп статья: Биологи историйĕ

Галерей[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çав. пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Биологи пирки тăванлă проекчĕсенче нумайрах тупма пултаратăр:
Викисăмахсарта шырав Сăмах пĕлтерĕшĕ Викисăмахсарта

Викикĕнекере шырав Кĕнекесем Викикĕнекере
Викикаларăшра шырав Каларăшсем Викикаларăшра
Викивулавăшра шырав Кăк текстсем Викивулавăшра
Викиçӳпçере шырав Пĕрлехи ӳкерчĕксемпе медиа-файлсем Викиçӳпçере
Викихыпарта шырав Хыпарсем Викихыпарта

Викиверситетра шырав Вĕренӳ валли ресурсем Викиверситетра

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Woese C. R. A new biology for a new century //Microbiology and Molecular Biology Reviews. — 2004. — Т. 68. — №. 2. — С. 173—186.
  • Большой энциклопедический словарь. Биология. — М.: Большая Российская энциклопедия, 1999.
  • Биология // Биологический энциклопедический словарь / Гл. ред. М. С. Гиляров; Редкол.: А. А. Баев, Г. Г. Винберг, Г. А. Заварзин и др. — М. : Сов. энциклопедия, 1986. — С. 66. — 831 с. — 100 000 экз.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Биология // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб.: 1890—1907.
  2. ^ King, TJ & Roberts, MBV. Biology: A Functional Approach (англ.). — Thomas Nelson and Sons (англ.)рус., 1986. — ISBN 978-0174480358.
  3. ^ Большая российская энциклопедия : [в 35 т.] / гл. ред. Ю. С. Осипов. — М. : Большая российская энциклопедия, 2004—2017.
  4. ^ Johannsen, W. (1905). Arvelighedslærens elementer («The Elements of HereÇакнашкал хапапа ). Rewritten, enlarged and translated into German as Elemente der exakten Erblichkeitslehre (Jena: Gustav Fischer, 1909; Scanned full text. 2009 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче архивланӑ.