Букинистика
Букини́стика (фр. Bouquiniste — букинист, фр. Bouquin — кивĕ кĕнеке) — кивĕ кĕнекене тата пичетленĕ урăх антиквар кăларăмĕсене суту-илĕве кĕртни.
Букинистсем — букинист суту-илĕвĕн ăстаçисем, яланхилле вĕсем ĕлĕкхи сайра тĕл пулакан кăларăмсене питĕ аван пĕлеççĕ. Кивĕ кĕнекесене букинист пайне — 1851 хыççăнхисем, тата антиквар — 1851 çулчен, уйăраççĕ. Букинистика библиофилсен коллекцисене пухмалли çăлкуç шутланать.
Раççейри букинистика кун-çулĕ [тӳрлет]
Киве кĕнекесене сутнине XVI—XVIII ĕмĕрсенче палăртма пулать, анчах та анлăн букинистика XIX ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче кăна аталанма тытăнать. Ĕмĕрĕн вĕçнелле букинистсен лавккисем, ытларах Петербургра тата Мускавра ,уçалаççĕ.
Право статусĕ [тӳрлет]
Тĕнчери чылайрахăш патшалăхсен саккунĕсенче букинистсен ĕç-хĕлне ирĕк паракан йышăнусем пур. Раççей Федерацинче - РФ ГК 1272-мĕш статьи.
Çăлкуçсем [тӳрлет]
- Шаблон:Çăлкуç/БСЭ
- Бунистическая торговля. Российский гуманитарный энциклопедический словарь: В 3 т. — М.: Гуманит. изд. центр ВЛАДОС: Филол. фак. С.-Петерб. гос. ун-та, 2002
| Ку статьяна çырса пĕтермелле, е анлăрах ăнлантарса памалла. Эсир ăна тӳрлетсе, хыпара хушса çырса пулăшма пултаратăр. |