Бургунди
Бургу́нди (фр. Bourgogne, пуплев ) — Францин тухăçĕнчи истори çĕрĕ тата регионĕ. Çурçĕрте Лотаринги, кăнтăрта Савойя регионĕсем.
Бургунди территоринче Кот-д’Ор, Сона и Луара, Ньевр, Йонна департаменчĕсем вырнаçнă. Регионăн лаптăкĕ 31,6 пин çм2. Халăх йышĕ 1,61 млн. çын (1999 ç.). Тĕп хули — Дижон.
Бургунди территоринче вырнаçнă департаментсем: Кот-д’Ор, Сона и Луара, Ньевр, Йонна. Регион лаптăкĕ 1,6 пин км². Халăх цышĕ 1,61 млн çын (1999 ç.). Тĕп хула — Дижон.
Тупмалли |
[тӳрлет] Кун-çулĕ
- Бургунди ячĕ бургунд герман йăхĕнчен тухать, вĕсем V ĕмĕрте Францин кăнтăр-тухăçĕнче хăйсен патшалăхне туса хунă, тĕп хули малтан Вормс, кайран Лион шутланнă. 534 çулта çак çĕршыв франксен патшалăхне кĕрет.
- IX ĕмĕрте икĕ патшалăх никĕсленет: Тури Бургунди (тĕп хули Женевăра) тата Анат Бургунди (Прованс). 933 çулта вĕсем Бургунди (Арелат) патшалăхĕ йĕркелеççĕ, вăл 1034 çулта Таса Рим Империне кĕрет.
- Бургунди патшалăхĕпе пĕрлех франци кăнтăр-тухăç çĕрĕсенче Бургунди херцăклăхĕ йĕркеленет. 1032 çулта Франци патши Генрихăн шăллĕ Робер Бургунди херцăкĕ пулса тăрать. 1363 çулта Филипп II Хăюллă Дижон тĕп хулипе Бургунди херцăклăхне çĕнĕрен йĕркелет. Херцăклăха Франш-Контепе Фландри кĕнĕ.
- Бургундин юлашки тăрăмĕ Хăюллă Карл херцăк пулнă, вăл 1477 çулта вилсен вара Бургундие Франци хăй çумне хушать. 1790 çулчен Бургунди провинци статусĕпе Франци патшалăхĕнче шутланнă.
[тӳрлет] Паллă вырăнсем
[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет] Каçăсем
- www.netbourgogne.com (Français, Deutsch, English)
| Фоанци регионĕсем |
|---|
| Административлă тĕпĕ: Парис хули
Аквитани | Бретань | Бургунди | Тури Норманди | Иль-де-Франс | Корсика | Лангедок — Руссильон | Лимузен | Лотаринги | Анат Норманди | Нор — Па-де-Кале | Овернь | Пикарди | Прованс — Альп — Лазур çыранĕ | Пуату — Шаранта | Рона — Альпы | Луара çĕршывĕ | Франш-Конте | Центр | Шампань — Арденнсем | Эльзас | Кăнтăр — Пиреней Тинĕс лешьен регионĕсем: Гваделупа | Мартиника | Реюньон | Франци Гвиани |