Корсика

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице

Collectivité Territoriale de Corse
Регион ялавĕ Корсика пĕрлĕ территори Герб
(регион ялавĕ) Регион гербĕ
Корсика пĕрлĕ территори Франци картти çинче
Тĕп хула Аяччо
Лаптак¹ 8680 км²
Президент канашĕ Пол Жиакобби
(2010 çултанпа; Халăх юхăмĕн пĕрлĕхĕ)
Халăх
 * 2010
 * хыпарсем 1999 г.
 * Йышлăхĕ
(25-мĕш вырăн)
309 пин
260 пин
35,68 çын 1 км² çине (2010)
Тăрăхсем 5
Кантонсем 52
Коммунăсем 360
Департаментсем КăнтăрКорсика
Тури Корсика
1 Çĕр реестрĕпе, 1 км² ытла лаптăклă кӳлĕсем, пĕвесем тата пăрлăхсем, çаплах юханшыв эстуарисем кĕмеççĕ.

Ко́рсика (фр. Corse, корс. Corsica, итал. Corsica) — Вăтаçĕр тинĕсĕнчи пысăккашĕпе тăваттăмĕш утрав, Францин 26 регионĕсенчен пĕри. Пысăк хула — Аяччо. Халăх йышĕ — 272 пин çын (25-мĕш вырăнта).

Тавралăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ӳкерчĕк:Corsica map RU.gif
Утравăн картти

Территори лаптăкĕ 8680 км². Региона Кăнтăр Корсика тата Тури Корсика департаментсем кĕреççĕ.

Утрав варринче — 3000 м çӳллĕш тусем. Юханшывсем ту çинчен анаççĕ, пăрахут çӳреие юрăхлисем: Гравона, Рестоника, Тараво тата урăххисем. Пысăкки — Голо (90 км).

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пирĕн эрăччен 6 пин çул каялла вырăнти сунарçăсемпе çутçанталăк çимĕçне пуçтаракансене импрессо этеплĕхĕ хĕстерме тытăнать. Корсика этеплĕх йăли кӳршĕ Сардинин сĕме айне лекет. Пирĕн эрăччен 2 пин çул маларах сардини Боннанаро этеплĕхĕн сĕмĕпе утрав çинче торе этеплĕхĕ çĕкленет, унăн палăкĕсем сардини нурагĕсем евĕр торе-турулсем. Çакăн хыççăн кĕçех Корсикăна нурагсене тăвакансем ярса илеççĕ, каярах утрава çавсемпе тăван этрусксем туртса илеççĕ.

Пирĕн эрăччен VI ĕмĕрте Корсика çине грек-фокейсем пырса тухаççĕ, кунта вĕсем Алали хулана никĕс хураççĕ. Вĕсен хулашăн этрус-карфаген флочĕпе хаяррăн тинĕсре çапăçма тивет. Корсикăна пирĕн эрăччен V ĕмĕрте çĕнтерсе илнĕ карфагенсем пирĕн эрăччен 238 çулта утрава римсене хăввармалла пулать. Корсикансем рим пуçлăхĕсене хирĕç чăкăрташнă пулин те, çичĕ çул (236—230) хĕрнĕ кĕрешӳре пăхăнаççĕ. Корсика императорсен влаçĕпе çӳле хăпарса (хулана 33 хӳтлĕхпе хупăрланă пулнă) каять.

Вандалсем тапăнса кĕнипе (470 çултанпа) Корсика V ĕмĕрте юхăнса пырать. Велизарий утрава 533 çулта вандалсенчен хăтарать, çакăнтанпа утрав е Висантие, е готсене пăхăнса тăрать. Каярах вĕсене франксем (754) тата сарацинсем (850) çĕнтереççĕ, çакăн пирки тинç хĕрринчи турулсем пĕлтереççĕ. XI ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче Корсика пизансен аллине лекет те ăна темиçе феодал хушшинче ваклаççĕ.

1077 çултанпа корсикансем папăна хăйсен аслă пуçлăхĕ вырăнне хунă; Урбан II Корсикăна тытса тăма пизансене парать, лешсем ăна 1300 çулта Генуй республикин вллине куçараççĕ, генуйсен влаçне корсикансем 1387 çулта тин йышăнаççĕ, унчен темиçе хутчен те пăлханаççĕ (тĕсл. Сампьетро ертсе пынă 1553 — 1570 çç. пăлхав).

1768 ç. Компьен трактачĕпе Генуй утрава Францине парăм вырăнне парать.

Паллă çынсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Корсикăра Наполеон Бонапарт, çаплах Аббатуччи çемьин çарпа патшалăх ĕçченĕсем çуралнă. Пĕр версипе Корсикăра Христофор Колумб çуралнă.

Утрав çыранĕнчи Аяччо (фр. Ajaccio) хула Alizee(тулли яче Ализе́ Жакоте́) юрăçшăн тăва кĕтес пулса тăрать.

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Drapeau français Франци департаменчĕсем Drapeau français

Континентри Франци
01 Эн
02 Эна
03 Алье
04 Тури Прованс Альпĕ
05 Тури Альп
06 Тинĕс Енчи Альп
07 Ардеш
08 Арденн
09 Арьеж
10 Об
11 Од
12 Аверон
13 Буш-дю-Рон
14 Кальвадос
15 Канталь
16 Шаранта
17 Тинĕс енчи Шаранта
18 Шер
19 Коррез
2A Кăнтăр Корсика
2B Тури Корсика
21 Кот-д'Ор
22 Кот-д'Армор
23 Крёз
24 Дордонь
25 Ду
26 Дром
27 Эр

28 Эр тата Луар
29 Финистер
30 Гар
31 Тури Гаронна
32 Жерс
33 Жиронда
34 Эро
35 Иль тата Вилен
36 Эндр
37 Эндр тата Луара
38 Изер
39 Юра
40 Ланды
41 Луар тата Шер
42 Луара
43 Тури Луара
44 Атлантика енчи Луара
45 Луаре
46 Лот
47 Лот тата Гаронна
48 Лозер
49 Мэн тата Луара
50 Манш
51 Марна
52 Тури Марна
53 Майенн
54 Мёрт тата Мозель
55 Мёз
56 Морбиан

57 Мозель
58 Ньевр
59 Нор
60 Уаза
61 Орн
62 Па-де-Кале
63 Пюи-де-Дом
64 Атлантика енчи Пиреней
65 Тури Пиреней
66 Тухăç Пиреней
67 Анатри Рейн
68 Тури Рейн
69 Рона
70 Тури Сона
71 Сона тата Луара
72 Сарт
73 Савойя
74 Тури Савойя
75 Париж
76 Тинĕç енчи Сена
77 Сена тата Марна
78 Ивелин
79 Дё-Севр
80 Сомма
81 Тарн
82 Тарн тата Гаронна
83 Вар
84 Воклюз
85 Вандея

86 Вьенна
87 Тури Вьенна
88 Вогез
89 Йонна
90 Бельфор Çĕрĕ
91 Эссонн
92 Туçи Сена
93 Сена — Сен-Дени
94 Валь-де-Марн
95 Валь-д'Уаз

Аякри департаментсем
971 Гваделупа
972 Мартиника
973 Гвиана
974 Реюньон
пĕр департаментлă регион статуслăскерсем

Аякри сообществăсем
975 Сен-Пьер тата Микелон
984 Францин кăнтăр тата антарктика çĕрĕсем
985 Майотта
986 Уоллис тата Футуна утравĕсем
987 Франци Полинезиĕ
988 Çĕнĕ Каледони

Шаблон:Франци регионĕсен префектурисем