Бургунди (эрех тăвакан ен)
Курӑнакан калӑплав
Бургунди ( фр. Bourgogne AOC ) - Францин паллă эрехтăвакан енĕ.
Лаптăкĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Иçĕм лаптăкĕ 46 000 га.
Иçĕм сорчĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Бургундири чи паллă та чи паха иçĕм сорчĕсем: Пинă Нуар тата Шардоне. Мĕнпур хаклă та паха эрехе Бургунди енче çак иккĕ сортран тăваççĕ.
- Ытти иçĕм сорчĕсем: Гамэ, Сезар, Трессо (хĕрлĕ), Алиготе, Мюскаде (вырăнти ячĕ — Мелон де Бургонь), Пино блан, Саси.
Иçĕм тухăçлăхĕ : 60-55 гл/га.
Эрехтăвакан тăрăхсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Эрехтăвакан пысăк Бургунди енĕ пиллĕк эрехтăвакан тăрăха пайланать:
- Шабли АОС ( Chablis AOC );
- Кот д'Ор (Ылтăн тăвайкки) ( Cote-d'Or );
- Маконнэ АОС (Maconnais AOC);
- Шалоннез АОС (Cote Chalonnaise AOC);
- Божоле АОС (Beaujolais AOC).
Паха иçĕм лаптăкĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Бургунди енче пĕтĕм иçĕм лаптăкне классификаци панă. Чи паха, чи чаплă эрех паракан лаптăксене Гран Крю (Grand Cru) категорие панă. Ку категорипе зз лаптăк. Нумай çул аван эрех паракан лаптăка Премьер Крю ( Premier Cru ) категорие панă. Бургундире ку категориллĕ 622 иçĕм лаптăкĕ.
Паллă эрехтăвакан хуçалăхĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- La Roche, Domaine Romanee-Conti.