Варяг (ракета крейсерĕ)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
«Варяг»
Missile cruiser Varyag in Vladivostok, 2010.jpg
Крейсер «Варяг» Владивостокра 2010 çулта
Тĕп хыпар
Тĕс Ракета крейсерĕ
Патшалăх ялавĕ Flag of the Soviet Union.svg
Flag of Russia.svg
Пăхăнуллăх РФ ТÇФ Лапкă океан флочĕ
Шыва антарнă 1983 çул
Эксплуатацие кĕртнĕ 1989 çул
Хальхи статус Флот шутĕнче
Параметрсем
Шыв кăларăшĕ 11 490 т
Тăршшĕ 186,4 м
Анлăшĕ 186,4 м
Çӳллĕшĕ 42,5 м (мидельпе)
Анса ларни 8,4 м
Техника хыпарĕсем
Хăват 4 × 22 500 л. с.
Хăвăртлăх 32 çыхă, экономилле - 16 çыхă
Карап автономлăхĕ 30 талăк
Экипаж 480 çын
Хĕçпăшал
Артиллери хĕçпăшалĕ 1 × 2 АК-130
Тӳпе артиллерийĕ 6 ЗУ АК-630
Карапа хирĕçле хĕçпăшал 16 ПУ ПКРК (П-500 «Базальт»)
Тӳпе ракети хĕçпăшалĕ 64 ПУ ЗРК С-300Ф «Риф»,
2 × 2 ЗРК «Оса-МА»
Торпеда-мина хĕçпăшалĕ 2 пиллĕк пăрăхлă 533-мм торпеда аппарачĕ
Авиаци ушкăнĕ 1 Ка-27 вертолёт
Disambig gray.svg Çак терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Варяг пăхăр.

«Варяг» (укр. Червона Украина) — совет тата раççей ракета крейсерĕ, 1164 «Атлант» проекчĕн виççĕмĕш карапĕ, Раççей Лапкă океан флочĕн флагманĕ. Крейсере Николаеври 61 коммунар ячĕллĕ карап тăвакан савутра 1980-мĕш çулсен пĕрремĕш пайĕнче тунă.

Кун-çулĕ[тӳрлет]

1979 çулта тума пуçланă, шыва 1983 çулта антарнă, 1989 çулхи юпан 16-мĕшĕнче хĕсмете тăнă.

Малтанхи ячĕ «Червона Украина». СССР аркансан крейсер Раççейре юлнă; 1996 çулта «Варяг» ята куçарнă.

2002 çултанпа Лăпкă океан флочĕн флагманĕ шутланать. 2005 çулта «Варяг» крейсера ЛОФ ушкăнĕн вăрçă карапĕсен шучĕпе ĕçлĕ визитпа Малайзие, Индонезие, Бруней султаната тата КХР çитнĕ. 2006 - 2008 çç. «Дальсавутĕнче» ТЭХ улăштарнă. 2008 çулхи юпа уйăхĕнче официаллă мар визитпа кăнтăр корей Пусан портне кĕнĕ. 2009 çулхи ака уйăхĕнче официаллă китайсен Циндао портне çитнĕ.

2010 çулхи çĕртме уйăхенче официаллă мар визитпа американсен Сан-Франциско портне çитнĕ[1][2].2010 çулхи чӳкĕн 9-мĕшĕнче официаллă мар визитпа кăнтăр корейсен Инчхон портне кĕнĕ.

Фотопухăм[тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]