Грузин чĕлхи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Грузин чĕлхи (груз. ქართული ენა, картули эна) — картвел ушкăнне кĕрекен чĕлхе, Грузин официаллă чĕлхи, Кавказри чылай халăхăн литература чĕлхи.

Калаçакансен шучĕ — 4 млн. ытла çын Грузире, 3,5 млн яхăн урăх çĕрсенче: Раççейре, АПШ-ра, Иранра тата Турцире.

Истори[тӳрлет]

Совет тапхăрĕнче Грузи ССРĕнче çеç, конституци йркипе, грузин чĕлхи патшалăх шайĕнче шутланнă.

Грузин алфавитне IV ĕмĕрĕн пĕрремĕш пайĕнче йĕркеленĕ, пулас.

367 — авалхи çырни («Тавăт стелли»)

V ĕмĕр – пĕрремĕш литература ĕçĕ — Шушаник таса хĕрарăмăн пурнăçĕ (Цамебаи цминдиса шушаникиси, дедофлиса), авторĕ Якоб Цуртавели. ("წამებაი წმინდისა შუშანიკისი, დედოფლისა" ავტორი: იაკობ ცურტაველი - грузинла.) 864 — авалхи çыру «Мравалтави» 1629 — Римра пĕрремĕш хут грузин чĕлхипе çырнă. 1709 — грузин чĕлхипе Грузире пĕрремĕш кĕнеке («Витязь в тигровой шкуре») 1819 — пĕрремĕш грузин хаçачĕ —«Сакартвелос газети»

Диалекчĕсем[тӳрлет]

Грузин чĕлхинче темиçе диалект — имерети, картали, кахети, пшава, рача, аджар тата ыттисем.

Çаплах пăхар[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]


Картвел чĕлхисем
грузин | лаз | мегрел | сван