Данилов Анатолий Васильевич
Курӑнакан калӑплав
Анатолий Данилов | |
Çуралнă вăхăт: | 1954, юпа, 7 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Туканаш ялĕ, Хĕрлĕ Чутай районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, СССР |
Жанр: |
пейзаж натюрморт |
Стиль: | романтизм |
Паллă ĕçсем: | Кун иртрĕ, çу вĕçленчĕ |
Чыславсем: | Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ӳкерçи (2000) |
Хисепсем: | педагогика ăслăхĕсен кандидачĕ (1997) |
Данилов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Данилов Анатолий Васильевич (1954, юпа, 7, Туканаш ялĕ, Хĕрлĕ Чутай районĕ, Чăваш АССР, РСФСР çур.) — чăваш ӳнер çыравçи, Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ ӳкерçи (2000), СССР ӲП пайташĕ (1990), педагогика ăслăхĕсен кандидачĕ ()[1].
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1954 çулхи юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Туканаш ялĕнче çуралнă.
1990 çултанпа СССР ӲП пайташĕ шутланать. 1997 çултанпа
1980 çулта Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче ӳнерпе графика факультетĕнче, 1989 çулта Мускав патшалăх педагогика институчĕн аспирантуринче вĕренсе тухать.
Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче малтан вĕрентӳçĕ, кайран аслă вĕрентӳçĕ пулса ĕçленĕ. 1999 çултанпа — университетăн доценчĕ.
Хевте ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Паллă ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- «Çу. Çурла уйăхĕ» (Лето. Август, 1985);
- «Кун иртрĕ, çу вĕçленчĕ» (Конец дня, конец лета, 1986);
- «Вĕçленмен вăрçă» (Незаконченная война, 1995);
- «Петĕр Ялкир сăвăç» (Поэт Пётр Ялгир, 1997);
- «Анне» (Мама, 1998);
- «Шупашкар. Кивĕ хулари хĕл» (Чебоксары. Зима в старом городе, 1998);
- Элĕк ен гербĕ, Элĕк ен ялавĕ.
Чыславсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ ӳкерçи (2000).
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Анатолий Данилов сайчĕ 2011 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ.
- Кивĕ сайт 2009 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ.
- Раççей пултарулăх галерейинче 2013 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ.