Джобс Стив

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Стивен Пол Джобс (акăл. Steven Paul Jobs, 1955 çулхи нарăсăн 24-мĕшĕ2011 çулхи юпан 5-мĕшĕ),[1][2] Стив Джобс (акăл. Steve Jobs) евĕр паллăскер — американ бизнес-магначĕ тата ăслайçă. Apple корпорацин никĕслевçи тата директорсен канашĕн председателĕ шутланать[3][4][5] Çаплах Джобс унчен Pixar Animation Studios компанин CEO ĕç вырăнĕнче пулнă; 2006 çулта The Walt Disney Company Pixar туянсан Джобс Disney директорĕсен канашĕн директорĕ пулса тăрать. 1995 çулта «Теттесен кун-çулĕ» мультфильмра ăна ĕçтăвакан продюсер тесе кăтартнă.[6]

1970-мĕш çулсен вĕçĕче Джобс, Apple компание пĕрле никĕсленĕ Стив Вознякпа, Майк Марккулăпа[3] тата урăххисемпе коммерции енчен ăнăçлă Apple II пайăр компьютерсен серине проектланă, ĕçе кĕртсе туса кăларассине ертсе пынă. 1980-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Джобс графика интерфейсĕн шăшин потенциалне туйса илет, çакна пула Macintosh çуралать.[7][8]

1984 çулта директорсен канашĕн влаçне çухатсан,[9][10] Джобса Apple компанинчен кăларса ярсан, вăл бизнес тата пĕлӳ керменĕсем валли компьютер платформине тăвакан NeXT компанине йĕркелет. NeXT–а 1996 çулта Apple туянать, Джобс вара хăйĕн тăван компанине таврăнать, 1997 — 2011 çулсенче унăн CEO шутĕнче тăрăшать. 1986 çулта вăл компьютер графикипе тăрмашакан Lucasfilm компание сутăн илет, ăна Pixar Animation Studios пек уйăрса хунă пулнă.[11] Вăл унăн CEO тата тĕп акционерĕ (50,1 %), 2006 çулта ăна The Walt Disney Company туяниччен шутланать.[12] Джобс Disney компанин пысăк акционерĕ (7 %) тата Disney директорĕсен канашĕн пайташĕ пулса тăрать.[13][14][15][16]

Джобсăн ĕç-пуçĕ Кремни айлăмĕнчи ĕçченĕн ытарлă сăнарне, уйрăмах вăл халăх ăс-тăнĕнчи дизайнпа эстетика рольне туйни, хăй евĕрлĕ пысăк ӳсĕм хушать.[17]

2011 çулхи çурлан 24-мĕшĕнче Джобс CEO Apple ĕç вырăнĕнчен хăтăлать. Хăйĕн çырăвĕнче вăл хистесех хăйĕн вырăнне Тим Кука лартма ыйтать. Джобса, вăл ыйтнипе, Apple директорĕсен канашĕн председательне суйлаççĕ,[18][19][20][21] анчах та çак вырăнта чылаях тăрăшаймасть — тепĕр 43 кунтан — юпан 5-мĕшĕнче, хырăмлăх парĕн рак чирĕпе асапланса, çут тĕнчерен уйрăлать.

Çамрăклăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Джобс Сан-Франциско (Калифорни штачĕ) хулинче çуралнă[22], ăна Пол тата Клара Джобс (хĕр чухне Акопян) усрава илнĕ[23] _ вĕсем Маунтин-Вью (Калифорни штачĕ) хулинче пурăннă. Усрав ашшĕ-амăшĕ ăна Стивен Пол ята панă. Пол тата Клара каярах хĕрачана усрава илнĕ, ăна Патти ята панă. Джобсăн биологи ашшĕ — Абдулфаттах Джандали (сири[24] аспиранчĕ, каярах вăл политологи профессорĕ пулса тăрать)[25], биологи амăшĕ — Джоан Симпсон (хĕр чухнехи Шибле; американ аспиранчĕ,[24] тепĕртакран логопед пулса тăрать)[26] — каярах вĕсем пĕрлешеççĕ те Джобсăн биологи йăмăкне — Мона Симпсон романиста — çуратса çитĕнтереççĕ.[27][28][29][30][31][32]

Джобс вăтам тата Homestead аслă шкулта (Купертино (Калифорни штачĕ)) вĕреннĕ,[17] шкул хыççăн Пало-Альто хулинчи (Калифорни штачĕ) Hewlett-Packard компанин лекцисене çӳренĕ. Унта кĕçех ăна ĕçе чĕнеççĕ, вăл Стив Вознякпа пĕрле çуллахи ĕçтĕш пулса ĕçлет.[33] 1972 çулта Джобс аслă шкултан вĕренсе тухса Портлендри (Орегон штачĕ) Рид-колледжне пĕлу пухма кĕрет. Пĕрремĕш семестр хыççăнах ăна кăларса яраççĕ,[34] анчах та хăшпĕр лекцисене çӳреме пăрахмасть, тĕслĕхрен, каллиграфипе. Ун чухне вăл тусĕсем патĕнче, урайĕнче, çывăрать, «Кола» пушă кĕленчисене пуçтарса укçа тăвать, «хула витĕр çиччĕ миль кашни вырсарни кун кришнаитсен храмне эренере пĕрре те пулин тăраниччен апатланма çӳрет».[10] Кайран Джобс каланипе, колледжри каллиграфи курсĕсене çӳремен пулсан, «Макăн нихăçан та темиçе гарнитура е пропорцилллĕ шрифтсем пулаймĕччĕç».[10]

1974 çулхи кĕркунне Джобс Калифорние таврăнать те Вознякпа пĕрле компьютера кăмăллакансен клубне çӳрет. Вăл техник пулса компьютер вăййисене ăслайлакан Atari компанинче ĕçлет — Индие кайса килме укçа пухать.

Карьера[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Apple Computer тымарĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Стив Джобс тата Билл Гейтс D: All Things Digital (D5) пиллĕккĕмĕш конференцинче 2007 çулта

NeXT Computer[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕп статья: NeXT
Тим Бернерс-Ли CERN-ра усă курнă, Петĕм тĕнчери эрешĕнче пĕрремĕш сервер пулнă NeXT компьютер

Pixar тата Disney[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Apple компанине таврăнни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Джобс Macworld Expo сцени çинче, Сан-Франциско, 11-кăрлач-2005

Ĕç вырăнне хăварни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пайăр пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Парнесемпе чыславсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Steve Jobs, Apple founder, dies, CNN (October 5, 2011). Тĕрĕсленĕ 5 Юпа уйӑхӗн 2011.
  2. ^ Apple - Remembering Steve Jobs, Apple (October 5, 2011). Тĕрĕсленĕ 5 Юпа уйӑхӗн 2011.
  3. ^ 1 тата 2 Markoff, John. An 'Unknown' Co-Founder Leaves After 20 Years of Glory and Turmoil, New York Times (September 1, 1997). Тĕрĕсленĕ 24 Ҫурла уйӑхӗн 2011.
  4. ^ Шаблон:Cite press release
  5. ^ Steve Jobs Resigns as Apple CEO. Тĕрĕсленĕ 24 Ҫурла уйӑхӗн 2011.
  6. ^ IMDB, «Toy Story» Credits
  7. ^ Kahney, Leander. Wired News: We're All Mac Users Now, Wired News (January 6, 2004). Тĕрĕсленĕ 20 Авӑн уйӑхӗн 2006.
  8. ^ America's Most Admired Companies: Jobs' journey timeline, CNNMoney.com. Тĕрĕсленĕ 24 Ҫу уйӑхӗн 2010. Jobs and a team of engineers visit Xerox PARC, where they see a demo of mouse and graphical user interface
  9. ^ Vivek Kaul What Steve Jobs did when he was fired from Apple. DNA (May 11, 2009).
  10. ^ 1, 2 тата 3 'You've got to find what you love,' Jobs says, Stanford Report (June 14, 2005). Тĕрĕсленĕ 31 Пуш уйӑхӗн 2006. «I didn’t see it then, but it turned out that getting fired from Apple was the best thing that could have ever happened to me».
  11. ^ Pixar History – 1986. Pixar. Тĕрĕсленĕ 25 Ака уйӑхӗн 2008.
  12. ^ Apple — Press Info — Bios — Steve Jobs. Apple Inc. (May 2006). Тĕрĕсленĕ 20 Авӑн уйӑхӗн 2006.
  13. ^ Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег <ref>; для сносок DisneyBuysPixar не указан текст
  14. ^ The Walt Disney Company — Steve Jobs Biography.
  15. ^ Holson, Laura M.. Disney Agrees to Acquire Pixar in a $7.4 Billion Deal, The New York Times (January 25, 2006). Тĕрĕсленĕ 17 Кӑрлач уйӑхӗн 2010.
  16. ^ Pixar Becomes Unit of Disney, The New York Times & The Associated Press (May 6, 2006). Тĕрĕсленĕ 17 Кӑрлач уйӑхӗн 2010.
  17. ^ 1 тата 2 Cringely, Robert X.. Steve Jobs – Apple Computer, Pixar, Inc. Magazine (April 1, 2004). Тĕрĕсленĕ 20 Авӑн уйӑхӗн 2006.
  18. ^ Steve Jobs resigns as Apple CEO (August 25, 2011).
  19. ^ Apple co-founder Steve Jobs resigns.
  20. ^ Letter from Steve Jobs, August 24, 2011.
  21. ^ Steve Jobs resigns as CEO of Apple.
  22. ^ Smithsonian Oral and Video Histories: Steve Jobs. Smithsonian Institution (April 20, 1995). Тĕрĕсленĕ 20 Авӑн уйӑхӗн 2006.
  23. ^ «Mother: Clara Hagopian (adoptive mother, accountant)» — Steve Jobs biography at NNDB.
  24. ^ 1 тата 2 Sherman, Suzan BOMB Magazine: Mona Simpson by Ameena Meer. Bombsite.com. Тĕрĕсленĕ 11 Чӳк уйӑхӗн 2010.
  25. ^ Smith, David. The non-stop revolutionary, The Guardian (January 29, 2006).
  26. ^ Lohr, Steve. Creating Jobs, The New York Times (January 12, 1997).
  27. ^ Alan Deutschman, Richard Siklos, Heather Halberstadt, John Brodie, Duff McDonald, Craig Offman and Richard Rushfield, «The New Establishment 2005: The 50 Most Powerful Leaders of the Information Age», Vanity Fair, October 1, 2005.
  28. ^ Andy Behrendt, «Apple Computer mogul’s roots tied to Green Bay», Green Bay Press-Gazette, December 4, 2005.
  29. ^ David Smith, «The non-stop revolutionary», The Observer (U.K.), January 26, 2006.
  30. ^ Rob Waugh, additional reporting by Paul Henderson, «iGod—how Apple went bad, and made billions from doing it», Daily Mail (U.K.), April 30, 2008.
  31. ^ «Steve Jobs, Apple’s iGod: Profile», Telegraph (U.K.), January 14, 2009.
  32. ^ Elkind, Peter. The trouble with Steve Jobs, CNN (March 4, 2008).
  33. ^ Biography: Steve Jobs. The Apple Museum. Тĕрĕсленĕ 18 Ҫу уйӑхӗн 2006.
  34. ^ Campbell, Duncan. The Guardian Profile: Steve Jobs, The Guardian (June 8, 2004). Тĕрĕсленĕ 31 Пуш уйӑхӗн 2006.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Викицитатникре çак темăпа страница пур
Стив Джобс