Дубровник

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Дубровник (Dubrovnik, историллĕ ячĕ Ragusa — Рагуза) — Хорватин кăнтăр енче, Адриатика тинĕсĕн Далмаци çыранĕнче вырнаçнă хула. Вăл Дубровник-Неретва округăн администраци тĕпĕ, паллă тĕнче курорчĕ, кунтах тинĕс порчĕ.

Географи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Дубровник — пуян историллĕ авалхи хула. Вăтам ĕмĕрсенчен пуçласа хула тинĕсри сутă-илӳпе аталанса пынă, вара Дубровник республики Венеципе тан Тухăç Адриатикăри пĕртен-пĕр хула-патшалăх пулса тăнă. Хăйĕн пуянлăхне тата пултаруллă дипломатине пула хула XV тата XVI ĕмĕрсенче самай аталанса кайнă. Дубровникра ӳнерлĕхпе тĕпчев, хула хорват чĕлхин культурин тĕпĕ пулса тăнă. Чылай хушă Дубровникра çухалнă далмац чĕлхипе те усă куркаланă. Элĕкхи нĕсĕлсем Дубровнике тĕлĕтермĕшле архитектура кăнарне хăварнă, хулана вара çутçанталăк илемлĕхĕсемпе пĕрле «Адриатика Мерченĕ» тенĕ. Халĕ авалхи хула вырăнĕнче историллĕ палăкне — Ватă хулана — упраса хăварнă.

Хула историн паллă тапхăрĕсем

Малтанхи кун-çулĕ (VII ĕмĕр1358)[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Дубровника VII ĕмĕрте çыран çумĕнчи пĕчĕк утрав çинче никĕсленĕ. XII ĕмĕрте утрава çыранран уйăракан шыв юхăмне çĕр хурса хăпартнă, вара утрав çурутрав пулса тăнă, çĕр хăпартнă вырăнта хулан тĕп урамĕ — Страдун вырнаçать. Урама 1468 çулта чул хунă. Хула йĕри-тавралăх чул хӳтлĕхне XIXVII ĕмĕрсенче темиçе хутчен юсаса çирĕплетнĕ.

Малтанхи вăхăтсенче Дубровник тĕрлĕтĕслĕ, романсен тата славянсен йăхĕсен нĕсĕлĕнчен тухнăсскерсем пурăннă, вĕсем далмаци чĕлхипе калаçнă пулас. Хула йăлисене йĕркеленĕ чухне антик сĕмĕ вăйлă хутшăннă. 1022 çулта хулара католиксен архиепископлăхне никĕсленĕ.

VII — XII ĕмĕрсенче Дубровник Висантие пăхăнăвĕнче пулнă, çапах та хулана кăштах общество тата политика пурнăçĕнче ирĕклĕх панă, анчах та XII ĕмĕртен пуçласа Дубровникпа вырăнти кнĕç хуçаланнă (ăна суйласа лартнă). Çав вăхăтрах хула коммунисем тата коммуналлă Ертĕвне туса хунă : Мăн тата Кĕçĕн канаш, кнеç-приор. Висанти ӳкĕннĕ майĕн Дубровникăн сĕмĕ хăпарса кайнă.

IX ĕмĕрте хула арабсен хупăрлавне чăтса ирттернĕ. Тепĕр пилĕк ĕмĕрсенче хула Балкан çурутравĕнче тата Европăн ытти çĕрĕсенче, Хура тинĕс çыранĕсене таранах, Константинополе çитичченех тинĕс тата типçĕрсем урлă сутă-илӳ ĕçĕсем тунипе аталанса кайнă. Уйрăмах Дубровник сутă-илӳ çыхăнăвĕсене юнашар кнеçлĕхĕсемпе — Сербипе, Боснипе тата Болгарипе тытнă, унта Дубровник сутĕçĕсене сутă-илӳ тума тата çĕр айĕнчи упранăвĕсене (тăвара тата хаклă металлсене) кăларма нумай ирĕклĕх панă.

1205 çулта Дубровник Венеци çĕнтерсе илнĕ, 150 çул хула ун айĕнче шутланнă. Дубровник кнеçĕ, çапла та Мăн канаша çынсене Венеци республики хăй уйăрса лартнă, вĕсем ăнах пăхăнса тăнă. Дубровник епископне те Венеци пăхса лартнă.

Дубровник республикин историйĕ (1358—1808)[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Франципе Австри аллинчи вăхăт (1808—1918)[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хальхи вăхăт историйĕ (1918—паянхи куна çити)[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.

Ватă хула[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Страдун — Ватă хулан тĕп урамĕ. Ку урам туристсемпе хула çыннисене уйрăмах килĕшет.
  • Хула стенисем. Хула стенисем тăрăх ватă хулана йĕри-тавра утса çаврăнма пулать (2 çухрăма яхăн). Стена çинчен хула, тинĕс гаванĕ мăнаçлăн курăнса выртаççĕ.
  • Пиле Хапхи (XVI ĕмĕр). Ватă хулана кĕмелли тĕп хапха.
  • Францискансен мăнастырĕ (XIV ĕмĕр). Кунта хулана кĕмелли Пиле хапхи патĕнче вырнаçнă. Шалти кил карти питĕ илемлĕ. Шалта туристсем валли уçнă мăнастырĕн аптеки пур. Лапамĕнче, мăнастырĕпе юнашар, Пысăк Онофрио фонтанĕ (XV ĕмĕр) пур, ăна тăвакан архитекторОнофрио делла Кава.
  • Ложа лапамĕ. Хулан тĕп лапамĕ, Пиле хапхин тепĕр енче, Страдун вĕçĕнче вырнаçнă. Лапамра чан çапакан сехет, Онофрион Пĕчĕк фонтанĕ, хула ратуши лараççĕ.
  • Таса Влах чиркĕвĕ (XVIII ĕмĕр). Дубровник хулине сыхлакан таса Влах (Блазиус) чиркĕвĕ — Ложа лапамĕнче туса лартнă. Чиркӳре — таса Влахăн кĕмĕлтен шăратнă ылтăнсăрлă статуйи — Дубровник XV ĕмĕр ти ювелирĕсен чаплă ĕçĕ.
  • Спонец Керменĕ (1516). Ложа лапамĕн сулахай енче вырнаçнă. Хулан чи илĕртӳллĕ çурчĕ. Унта халĕ — хула архив.
  • Хула гавăнĕ — таса Йăванăн форчĕн (XVI ĕмĕр) хӳтĕнчи авалхи гавăнĕ, унта халĕ те канакасене илсе çӳрекен катерсем тата нумай пулăçсен киммисем. Фортра икĕ кăсăкла музей — Тинĕçӳревçĕсен музейĕ тата Адриатика тинĕсре пурăнакан чĕрчунсен Аквариумĕ.
  • Доминикан мăнаçтырĕ (XIV—XVI ĕмĕрсем) — çав шутрах гаване çыран енчен хӳтĕлес енĕпе те усă курнă. Халĕ унта музей.
  • Мари таса хĕр Çӳллĕхе хăпарни Кафедра соборĕ (1667). Çĕрчĕтренĕвĕ хыççăн авалхи базилик никĕсĕнче туса лартнă.
  • Этнографи музейĕ е Рупе музейĕ, хулан малтанхи тырă упранăвĕнче вырнаçтарнă (1543)