Кăвакал-хăй

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Кăвакал-хăй ами

Кайăк-кăвакал, ларка-кăвакал е кăвакал-хăй (лат. Anas platyrhynchos) — килти кăвакал пекрех.

Çăмартисем (10–12) шурă. Йăвине тĕрлĕ вырăнта тума пултарать. Анчах та яланах шыв хĕрринче, çĕр çинче. 27 талăк таран пусра ларать. 8 эрнери чĕпсем çăмăллăнах вĕçеççĕ.

Ку кăвакал апат таврашне тиркесех каймасть. Шыв курăкĕсемпе те, шывра пурнакан чĕрчунсемпе те тăранать. Рационта раксемпе пулăсем те пур.

Ака уйăхĕнче вĕçсе килеççĕ. Авăн уйăхĕнче вĕçсе каяççĕ.

Йышĕпе вĕсем пирĕн тăрăхра сахал мар, çапах та çынсем вĕсене тытса нумай пĕчĕклетеççĕ.