Шыв
Википедири материал
- Ку терминăн ытти пĕлтерĕшсем те пур. Шыв (пĕлтерĕшсем) пăхар.
Шыв — тĕссĕр, шăршăсăр шĕвек. Хими формули — H2O. Цельси температури тăрăх 0 градусран аяла ансан хытă тăрăма куçать, пăр е юр пулать. Температури цельсий тăрах 100 градусран çӳлĕрех хăпарсан сывлăш тăрăмне куçать, пăс пулать. Çутçанталăкра питĕ кирлĕ пулăм.