Кăвак кăсăя

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Кăвак кăсăя
Cyanistes caeruleus

Кăвак кăсăя - çерçирен кăшт пĕчĕкрех кайăк. Çăмартисем (7-10) шурă. Икĕ хут чĕп кăларать. Ытларах юманлăхсенче пурăнать. Садсемпе парксенче те курма пулать. Сăмси пĕчĕк, анчах вăйлă аталаннă. Хĕлле шăнса ларнă хăмăш авăрне те кăшласа ватма, унта хĕл каçакан хурт-кăпшанкăна тупса çиме пултарать. Юрри питĕ кĕске те начар, сахал юрлать. Нăрăсемпе тата лĕпĕшсемпе апатланать. Хĕлле юман çинче апатланаççĕ. Хĕл каçма ниçта та вĕçсе каймасть. Пирĕн тăрăхри чи илемлĕ кайăксенчен пĕри пур çĕрте те лайăх сарăлнă.

Кăсăя йышшисен тĕсĕсем
Пысăк кăсăя | Кăвак кăсăя | Вăрăм хӳреллĕ кăсăя | Шурă кăсăя | Хура кăсăя | Тĕпекеллĕ кăсăя | Хура пуçлă кăсăя