Пысăк кăсăя

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Пысăк кăсăя
Parus major

Пысăк кăсăя - çерçи пысăкăш, чи анлă сарăлнă кайăк. Вĕсем пурăнман вырăн çук та пуль. Вăрмансенчен пуçласа почта ещĕкĕсем таран вĕлле туса чĕп ĕрчетме пултараççĕ. Çăмартисем (9-13) шурă, хĕрлĕрех хăмăр пăнчăсемлĕ. Чĕпписене тăрантарнă çĕрте хусах, мăшăрсемсĕр юлнă кайăксем те хутшăнаççĕ. Амисем икĕ хутчен чĕпсем кăлараççĕ. Хĕлле çанталăк кăшт ăшăтсанах вĕсем юрлама тытăнаççĕ. Кĕр еннелле çынсем çывăхнерех пулма тăрăшаççĕ. Хĕл каçма ниçта та каймаççĕ, вăрмансемпе уйсенчен ялсемпе хуласене куçма тытăнаççĕ. Чăвашра вĕсен йышĕ пысăк.

Классификаци[тӳрлет]

36 подвид таран шутланать:

  • P. m. amamiensis
  • P. m. ambiguus
  • P. m. aphrodite
  • P. m. bargaensis
  • P. m. blanfordi
  • P. m. cashmirensis
  • P. m. cinereus
  • P. m. commixtus
  • P. m. corsus
  • P. m. dageletensis
  • P. m. decolorans
  • P. m. ecki
  • P. m. excelsus
  • P. m. hainanus
  • P. m. intermedius
  • P. m. kagoshimae
  • P. m. kapustini
  • P. m. karelini
  • P. m. mahrattarum
  • P. m. major
  • P. m. mallorcae
  • P. m. minor
  • P. m. newtoni
  • P. m. niethammeri
  • P. m. nigriloris
  • P. m. nipalensis
  • P. m. nubicolus
  • P. m. okinawae
  • P. m. sarawacensis
  • P. m. stupae
  • P. m. subtibetanus
  • P. m. templorum
  • P. m. terraesanctae
  • P. m. tibetanus
  • P. m. vauriei
  • P. m. ziaratensis



Кăсăя йышшисен тĕсĕсем
Пысăк кăсăя | Кăвак кăсăя | Вăрăм хӳреллĕ кăсăя | Шурă кăсăя | Хура кăсăя | Тĕпекеллĕ кăсăя | Хура пуçлă кăсăя