Кăлнăк
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Кăлнăк — сăсар йышне кĕрекен чĕрчун. Кĕлетки 30 см яхăн. Хӳри 15 см майлă. Кăлнăк сунара каçхине тухать. Ытларах кăшлакансемпе тăранса пурнать, вĕçенкайăксене, çăмартисемпе чĕпписене çиет, пулă тытать. Хăш чухне шапа тытнине те асăрхама пулать. Сайра-хутра мулкача тапăнни те пулать. Çуллахи вăхăтра кăлнăк апатне çĕр çинче шырать, хĕлле вара, ытларах, шăшисене шыраса юр айĕн çӳрет. Йăвине кăлнăк тунката е çапă айне тăвать. Шăтăк тарăнăшĕ 1 метра çитет. Кăлнăксем нарăс-пуш уйăхĕсене пĕтĕçленеççĕ. Ами çу уйăх пуçламăшĕнче 4-10 çура тăвать. Пирĕн тăрăхра кăлнăк йышĕ пысăк.
Каçăсем [тӳрлет]
- Шаблон:Из ЭСБЕ
- Мускаври патшалăх университечĕн Зоологи музейĕн статьи
- Феррет центр сайтри статьясемпе ӳкерчĕксем
- Çĕпĕр зоологи музейĕн сайчĕнчи статья
- Ленинград зоопаркĕн сайчĕнчи статья
- М. П. Розанов кăлнăк çинчен
- Экосистема сайтри статья
- А. Н. Северцов ячĕллĕ ИПЭЭ сайчĕ çинчи статья
- Кăлнăк (Mustela sibirica)
- Кăлнăк — Mustela sibirica
- Кăлнăк çинчен