Кĕнчеле

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Кĕнчеле — кукăр кĕтесленнĕ йывăç е кĕтеслесе касса чиксе тунă юпаллă, хăмаллă ларкăчлă хатĕр.

Сӳс, çăм сĕвĕмĕнчен пӳрнесемпе (сулахай алă) туртса, йĕкепе çавăрса, (сылтăм алă) пĕтĕрсе сӳс, çăм пĕрчисенчен çип арлаççĕ. Авал çичĕ çула çитнĕ хĕрачасене кĕнчеле арлама вĕрентнĕ. Кĕнчеле арласа çип тума чăвашсем XX ĕмĕрте пăрахнă.

Этимологи[тӳрлет]

В.И. Даль словарĕнче кынчала ятлă. Ăсчахсем вырăсран чăваша е хирĕçле куçнă сăмах тесе тавлашаççĕ.

Пайĕсем[тӳрлет]

Кĕнчеле çак пайсенчен тарать:

  • кĕнчеле аври, юпи, турачĕ;
  • Кĕнчеле лаппи;
  • Кĕнчеле çыххи - арламалли сӳс, çăм. Кĕнчеле кантри сĕвемне кĕнчеле юпи çумне çыхмалли кантра;
  • Кĕнчеле тутри — сĕвеме çавăрса хӳтĕлекен тутăр;
  • Кĕнчеле пуçĕ.