Чăвашсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Чăваш
Пур йышĕ: 1,8 млн
Вырнаçăнни: Чăвашсем Раççей:
1 637 094 (2002)[1]

Flag of Ukraine.svg Украина: 11 пин Flag of Kazakhstan.svg Казахстан: 23 пин Flag of Germany.svg Германи: 121

Чĕлхе: чăваш
Тĕн: ĕненекентен ытларахăшĕ Православи шутне кĕрет. Атеист нумай. Авалхи тĕнпе пурăнакан та пур.
Тăван халăхсем: сăварсем[2], пăлхарсем

Flag of Russia.svg Раççей: 1,637 млн..[3]

Чăваш йышлă пурăнакан вырăнсем

Чăваш (Чăваш халăхĕ), — тĕрĕк халăхĕ. Чăвашла калаçаççĕ.

Тупмалли

[тӳрлет] Пурăнакан тăрăх

2002 çулхи халăх çыравĕ хыпарĕсемпе, Раççейре 1,637 млн. чăваш пурăнать. Вĕсенчен 889,5 пин çын Чăваш Енре вырнаçнă.

117, 3 пин Пушкăрт Республикире, 126,5 пин Тутарстанра (Аксу, Пăва, Нурлат, Теччĕ, Çарăмсан, Çĕпрел районĕсенче), 111,3 пин Чĕмпĕр облаçĕнче, 101,3 пин Самар облаçĕнче, 15,9 пин Сарăту облаçĕнче пурăнать.

Çавăн пекех Раççейĕн Тĕмен, Кемĕр, Ăренпур, Мускав облаçĕсенче, Казахстанра, Украинăра, Беларуçре, Балти çумĕнчи çĕршывсенче пурăнаççĕ.

[тӳрлет] Кун-çулĕ

Чăвашсем СССР маркки çинче

Чăваш хальхи хусан тутарĕсен мăн аслашшĕсен Атăлçи Пăлхар йăхĕнчен тухнă. «Чăваш» этноним пĕр шухăшпа пăлхар йăхĕсен пĕр ушкăнĕн— сăвар-сувассен — ятĕнчен пулса тухать , вĕсем хăйсем, сăварсен пĕрлешĕвĕн юлашкисем пулаççĕ[4].

Сăварсем — кăкĕ паллă мар йăхсен ушкăнĕ, малтанах Анăç Çĕпĕрте, VI ĕмĕр пуçламăшĕнче Халăхсен аслă хускалăвĕ тапхăрĕнче Арамаçие (Кавказа) килсе тухнă, унта кĕске вăхăтра Сасан Иранĕпе тата Висантипе хутшăннă темиçе политика пĕрлешĕвне йĕркелеççĕ. Иранпа ăнăçусăр вăрса илнĕ хыççăн сăварсем саланса кайса Анăç Тĕрĕк, каярах Хасар хаканлăхне кĕреççĕ. Вĕсен пĕр пайĕ пăлхарсемпе пĕрлешсе VIII ĕмĕрте Вăтам Атăлçине çитнĕ, пулас.

Ахмед ибн Фадлан Атăлçи Пăлхара 922 çулта çитсе курнăскер, сăварсем пăлхар патшине пăхăнса тăнă виçĕ йăхран Вырăх кнеçĕ ертсе пынă пĕр йăхĕ тесе çырать. Çавăнтах, сăварсен пĕр пайĕ — сувассем ытти пăлхар йăхĕсемпе пĕрле ислам тĕнне йышăнма килĕшменнине палăртнă[5].

Пăлхара монголсем 1236 çулта яраса илнĕ, 1237 тата 1240 çулсенчи пăлхавсем тата Ильхам патша вилнĕ хыççăн [6], сувассем, ислама йышăнман уйрăм халăх пулса тăраççĕ, çакна пула ĕнтĕ чăвашсем каярах христианлăх йышне кĕреççĕ.

В. Г. Егоров тĕпченипе, чăвашсем тĕрĕк чĕлхине йышăннă вырăнти финн-укăр йăхĕсенчен (марисем) пулса тухнă[7]. Мари компоненчĕ чăваш этносĕнче нумай вырăн йышăнать[8]. Çак пĕтĕмлетĕве урăх антропологи хыпарĕсем те çирĕплетеççĕ[9].

XV-XVI ĕмĕрсенче чăвашсем уйрăм халăх статусĕпе Хусан ханлăхне кĕнĕ. 1551 çулăн варринче чăвашсем Мускав патшалăхне кĕреççĕ.

[тӳрлет] Чăвашсен антропологи тĕсĕсем

Чăвашсен антропологи тĕсĕ кăткăс. Чăваш халăхĕн чылайăшĕ европа евĕр тĕсĕпе палăрать. Антропологи тĕпчев ĕçĕсемпе килĕшӳллĕ, чăваш халăхĕн 10,3% кăна монгол евĕр ĕренки ытларах, вĕсенчен 3,5% яхăн «таса» монгол евĕрлĕ теме те пулать, 68,6% хутăш монгол-европа тĕслĕ ( европе евĕр ĕренки ытларах), 21,1 % хальхи чăваш - европа евĕр, тата 5,1% сублапана тĕслĕрех, монгол евĕрлĕхĕ сахал курăнать [10].

[тӳрлет] Этеплĕхĕ

[тӳрлет] Чĕлхе

Чĕлхе — чăваш. Тĕрĕк чĕлхисен пăлхар ушкăнĕн пĕртен-пĕр чĕрĕ чĕлхи шутланать. Икĕ уйрăм диалект — анатри («у-калаçакан») тата тури е вирьял («о-калаçакан») Çаплах тĕпчевçĕсем анат енчи диалекта та уйăраççĕ. Çавăн пекех вырăнти калаçу тĕслĕхĕ чылай.

XVIII ĕмĕртенпе чăваш çырăвĕнче кириллица графикипе усă кураççĕ. Фонетика тытăмĕпе чĕлхе тĕрĕк чĕлхисен ушкăнĕнче уйрăм вырăн йышăнать.

[тӳрлет] Тĕн

Авалтанпах чǎвашсем нумайтурăлăх йĕркипе пурǎннǎ. Православи тěнне вара вырǎссен аллине лексен йышǎнма тытǎннǎ. Яланхи пекех, урǎх тĕне ирĕкĕсрех кĕртнĕ: киремет йывǎççисене çунтарса янǎ, мĕн-авǎлтан пынǎ йеркесене пǎснǎ тата халǎх ǎнланман челхесемпе çĕнĕ ятсем панǎ. Çавǎнпа çĕнĕ тĕне ĕнненни çиелтен кǎна пулнǎ, ĕлĕкхи йǎласем халǎх хушинче сыхланса юлнǎ. ХIX-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче III-мĕш Элексантр патша хушнипе православи тĕнне кĕртес чи хǎрушǎ юхǎм пуçланать. Çак вǎхǎтра юлашки юлнǎ халǎх тĕнĕсене тытса пыракансен ытларах пайне ирĕксĕрех православине кĕртеççĕ. Вырǎс тĕнне кĕрес килменнисем ислам тĕнне йышǎнаç те, кайран, мусульманла ятсем илсен, тутара куçаççĕ. И.Я.Яковлев тĕн кĕнекисене чǎвашла куçарсан, православи вĕрентĕвне тарǎн ǎнкарма никĕс хурǎнать.

[тӳрлет] Чăвашсен çипуçĕ

[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет] Вуламалли

  • Николаев В. В. Чуваши. Этническая история и традиционная культура. — М:, 2000.
  • Николаев В. В., "История предков чувашей. XXX в. до н.э. — XV в.н.э.", Шупашкар, 2005.
  • Петров-Тенехпи М. П. О происхождении чуваш.
  • Ашмарин Н. И. Болгары и чуваши. — Казань: 1902.
  • Ашмарин Н. И. Древние болгары. — Казань: 1903.
  • Каховский В. Ф., Происхождение чувашского народа. — 2003.
  • Димитриев В.Д. Чувашия в эпоху феодализма
  • Кури Вантер, "Чăваш халахĕн историйĕ", Шупашкар, "Ялав" библиотеки, 1990.
  • Юхма Мишши, «Авалхи чăвашсем, Шупашкар, 1996.
  • Смирнов А. П., Древняя история чувашского народа, Чебоксары, 1948.
  • Смирнов А. П., Волжские булгары, Чебоксары, 1957.
  • М.П.Петров, «О происхождении чуваш»
  • Фахрутдинов Р.Г., «Очерки по истории Волжской Болгарии», «Наука» пичет кăларăвĕ, 1984.

[тӳрлет] Асăрхавсем

  1. ^ [1]
  2. ^ http://zuvashi1.narod.ru/zanatia_bit.htm
  3. ^ [2]
  4. ^ Ковалевский А. П. Чуваши и булгары по данным Ахмеда ибн-Фадлана. Шупашкар, 1965
  5. ^ http://www.vostlit.info/Texts/rus16/Fadlan/text.htm
  6. ^ Ильгам (юлашки патша, 1236 çулта вилет)[3]
  7. ^ Егоров В. Г. Современный чувашский литературный язык. Чебоксары. 1954. Ч.1. С.17,18.
  8. ^ Казанцев Д. Е. Формирование диалектов марийского языка. Йошкар-Ола, 1985. С. 119.
  9. ^ Трофимова Т.А. Антропологические материалы к вопросу о происхождении чувашей//СЭ. 1950. №3. С. 55, 65.
  10. ^ Чуваши и ислам: взгляды и концепции // gov.cap.ru

[тӳрлет] Каçăсем



Ман хатĕрсем
Пространства имён

Варианты
Пурĕ пăхнă
Действия
Меню
Хутшăнасси
Ĕç хатĕрĕсем
Урăх чĕлхесем