Калентьева Ирина Николаевна
Курӑнакан калӑплав
Ирина Калентьева | |
Пайăр хыпар | |
---|---|
Арлăх: | хĕрарăм |
Тулли ят: | Ирина Николаевна Калентьева |
Гражданлăх: | |
Ăстаçăлăх: | маутинбайк |
Çуралнă вăхăт: | 1977, чӳк, 10 |
Çуралнă вырăн: | Нăрваш Шăхаль ялĕ, Патăрьел районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, ССРП |
Тренер(сем): | Владимир Краснов |
Калентьев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Ирина Николаевна Калентьева (çуралнă чухнехи хушамат Ягупова) (10.11.1977, Чăваш Енри Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнче çур. ) — сăрт велосипечĕпе (маутинбайк) ярăнакан спортсмен, тĕнче кубокĕн çĕнтерӳçи (1997—2001), кросс-кантрипе тĕнче чемпионĕ (2007), Пекинти XXIX çуллахи олимпиадăра йĕс медаль илнĕ (2008).
Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ спорт ăсти.
Тренерĕ — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ, Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ тренерĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ физкультурăпа спорт ĕçченĕ Владимир Николаевич Краснов.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1977 çулхи чӳк уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Енри Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнче çуралнă.
Сиднейри олимпиадăра резервра пулнă. Афинăпа Пекинри олимпиадăсене хутшăннă.
Çитĕнӳсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Тĕнче кубокĕн çĕнтерӳçи (1997—2001);
- Европа чемпионачĕн йĕс медалĕ (2001);
- Европа чемпионачĕн кĕмĕл медалĕ (2003);
- Тĕнче кубокĕн этапĕсен çĕнтерӳçи (2004, 2005, 2007);
- Маунтинбайкпа тĕнче чемпионачĕн йĕс медалĕ (2004, 2006, 2008);
- Тĕнче чемпионачĕн кĕмĕл медалĕ (2001, 2005);
- Кросс-кантрипе тĕнче чемпионĕ (2007);
- Пекинти XXIX çуллахи олимпиадăра йĕс медаль илнĕ (2008).
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Ирина Калентьева сайчĕ 2009 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ.
- Ирина Калентьева: «Лондон 2012 будет мой» (выр.)
- Китай çумăрĕсемпе ӳкни Калентьевăна çĕнтерме паман (выр.)
- Калентьевăн сăнĕсем bike2b.com çинче 2008 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ.
- Калентьева 13-мӗш хут чемпион пулнӑ
Категорисем:
- Ӳкерчӗкӗн виҫинче ытлашши px пур страницӑсем
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Патăрьел районĕнче çуралнисем
- Чăваш Енĕн паллă çыннисем
- Чӳкĕн 10-мĕшĕнче çуралнисем
- 1977 çулта çуралнисем
- Олимп вăййисем
- Раççей спортсменĕсем
- Чăваш спортсменĕсем
- Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ спорт ăстисем
- Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вĕренсе тухнисем