Категорине сӳтсе явмалли:Пенджабри пурăнан халăх
Пурӑнан халӑхӗ[кодне тӳрлет]
Кун пек чӑвашла каламаҫҫӗ. Тӗрӗс: «Панджабра пурӑнакан халӑх» е «Пинджаб халӑхӗ». Категори ятне улӑштарма сӗнетӗп. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 05:51, 28 Авӑн уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Население сăмах та вырăс чĕлхинче канцеляр жаргонĕ пулать. Проживающий народ — пурăнакан халăх, население — пурăнан халăх. Икĕ термин, темелле. Çавăнпа. Viktor (сӳтсе явни) 06:07, 28 Авӑн уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Ун пек чӑвашла каламаҫҫӗ! Ҫук чӑваш чӗлхинче ун пек сӑмах. Вырӑсла мӗнле ҫырни ҫине мар, чӑвашла конструкцисем ҫине таянмалла. Вырӑс сӑмахӗсене чӑваш сӑмахӗсемпе улӑштарнинче мар вӗт тӗп вырӑнта пулмалла — ун пек тусан чӑл чӑваш сӑмахӗсемпе ҫырнӑ вырӑс чӗлхи кӑна пулӗ. Ун пеккине чӑвашла вуланин усси ҫук. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 06:11, 28 Авӑн уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Вырӑс чӗлхипе чӑваш чӗлхи самай уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Инҫе каяс мар тесен: чӑваш чӗлхи ӗҫхӗлсемпе ытларах усӑ курать. Чӑваш чӗлхинче, сӑмахран, нумайлӑ хисеппе сахал усӑ кураҫҫӗ: 1 ача, 2 ача, 3 ача, 100 ача. Вырӑсли пек 1 ача, 2 ачасем, 3 ачасем, 100 ачасем мар. Уйрӑмлӑхсем пит нумай, йӑлт вырӑсли пек тусан ун пек май ҫук. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 06:15, 28 Авӑн уйӑхӗн 2023 (UTC)