Кашăк аври курăкĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Кашăк аври курăкĕ

Кашăк аври курăкĕ – нумай çул ӳсекен упа сарри йышши курăк. Пирĕн тăрăхра чи анлă сарăлнă курăксенчен пĕри. Кашăк аври курăкĕ Çĕр чăмăрĕ çинче, Артикăсăр, пушхирсемсĕр пуçне пур çĕрте те тĕл пулать.

Пирĕн тăрăхра пур çĕрте те пур, вăрмансенче ĕрчет. Ытларах чухăн çĕрсене акшар çĕрсене килĕштерет. Хăш чухне пысăк лаптăксем çинче хунать, унта ытти курăксем ун пек чух ӳсеймеççĕ. Ку курăк хăйĕн кирек хăш пайĕпе те ĕрчет, вăрман каснă тата хăртнă вырăнсенче хăвăрт сарăлать.

Улăхсемпе кĕтӳ çаранĕсенче ĕрчесен пĕтерме йывăр.

Биологи сăнлавĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

150 сантиметр çӳллĕшне çитĕнет, анчах чылай чухне 30см пуçласа 100 см.-тан иртмест. Тымарĕсем лайăх аталаннă, тĕрлĕ еннелле каякан тĕп тымартан вĕттисем саланаççĕ. Çулçисем ик-виç хут тĕклĕ, хăйне евĕрлĕ шăршă сараççĕ, виçкĕтеслĕх евĕрлĕ курăнаççĕ. Тусанлăхĕсем çулçă хĕррипе вырнаçнă, утă тата çурла уйăхĕсенче пулса çитеççĕ.

Усă курасси[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кашăк аври курăкне сиплевре усă курма пулать. Тымарĕсем унăн крахмалпа пуян, çилĕм тума аван, сăра вĕретнĕ чуне те усă курма пулать. Сысна йышши чĕрчунсем тымарне юратаççĕ (ытти выльăх валли наркăмăшлă).

Ял çыннисем унăн çулçипе пахчаçимĕçе çĕрĕк ересрен сыхлама усă кураççĕ. Çулçисене çунтарсан унпа тăпрана пулăхлатма лайăх, çавăн пекех супăнь вĕретнĕ, кантăк хатĕрленĕ çĕрте усă кураççĕ.

Галерея[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]