Контент патне куҫ

Крешшĕн

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Крешшĕн е кĕрешшĕн (Н. И. Ашмарин словарĕнче крешĕн е кĕрешĕн) пирки çăлкуçсенчен пĕринче[1] çапла каланă:

Крешĕн (крэжэнь), крещонин, крещеный татарин (кряшен) или чувашин. N. Вăл мана хирĕç (в ответ) каларĕ: чăвашла кĕнекесем пирĕн валли мар, крешĕнсем валли кăна вĕсем, терĕ. N. Ăна пуринчен ытла крешĕн тутарсен шкулĕ тĕлĕнтернĕ.

Крешĕн (кэ̆рэжэ̆н'), крещонин; кряшен. Альш. Так назыв. и «отпавших». || Потомок обруселого чувашина. Курм.

Çапла вара:

  • Крешшĕн — тĕне (православие) кĕнĕ тутар (вăл шутра нагайбаксем те хăйсене хăйсем çапла калаççĕ).
  • Крешшĕн — тĕне (православие) кĕнĕ чăваш.
  • Крешшĕн — вырăсланнă чăваш е çавăн тăхăмĕ[2].

Çаваăн пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Крешшĕньел — тĕне кĕнĕ тутарсем е тĕне кĕнĕ чăвашсем пурăнакан ял.
  • Кĕрешшĕн Кăтрати - Тури Кăтарта ялĕн историлле ячĕ.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Тезаурус Лингве Чувашорум (кунти ытти тĕслĕхсем те, тĕпрен илсен, çавăнтанах.
  2. ^ Чувашско-русский словарь (1982)