Кузнецов Геннадий Васильевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Кузнецов Геннадий Васильевич, — сăвăç, журналист. 1945 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Çĕнĕ Шуртан ялĕнче çуралнă.

1994 çултанпа чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕн членĕ.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вăтам пĕлӳ илнĕ хыççăн Йĕпреç район хаçатĕнче яваплă секретарь вырăнĕнче ĕçленĕ. Халĕ «Хыпар» хаçатăн корреспонденчĕ.

Ӗçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Геннадий Кузнецов сăвăсем, очерксем, калавсем, публисцистикăлла статьясем çырать. Унăн ĕçĕсем хаçатсемпе журналсенче пичетленеççĕ.