Кустăрма

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Хальхи автомобиль кустăрми

Кустăрма — çаврака, ирĕклĕ е тĕнĕл çинче çаврăнакан çавракăш. Ăна тĕрлĕ тиевсене куçарма анлă усă кураççĕ. Кустăрмана тĕрлĕ механизăмсемпе ĕç хатĕрĕсенче уса кураççĕ.

Кун-çулĕ[тӳрлет]

Ĕлĕкхи лавăн кустăрми

Çутçанталăкра кустăрма принципне хăшпĕр пăявлă эукаритосем кăна усă кураççĕ. Вĕсен актинпа флагеллин çипписем капашланса тĕп пăявне чĕтретеççĕ. Кустăрмана чи малатан Мессопотаминче п.т. 4 пин çул каярах асăнаççĕ. Кустăрмfран маларах тиев айне хуракан катоксем пулнă. Чи малатан кустăрмана тĕнĕл çинче савăлпа çирĕплетнĕ йывăç дискран тунă. Каярах (п.т. 2 пин çул) кустăрмасене авнă тукунпа урапа шăлĕсенчен тума тытăннă. Каярах кельтсем кустăрмана çирĕплетме тукунне металлтан тума тытăннă. Хальхи вăхăтра автомобиль кустăрми çине резин шинăсем тăхăнтараççĕ. [1]. Улатимĕр облаçĕнчи Сунгирьте археологсем кустăрма модельне тупнă ((25 иин çул каярах) [2].

Асăрхавсем[тӳрлет]

Тата пăхăр[тӳрлет]