Кьянти (эрехтăвакан тăрăх)
Курӑнакан калӑплав
Кьянти (итал. Chianti DOCG) - Тоскана облаçĕнче (Итали) вырнаçнă эрехтăвакан паллă тăрăх.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1716 çулта Козимо III херцăк пĕрремĕш хут Кьянти эрехне епле тумалли саккуна çырнă. 1968 çулта Кьянти DOC категорие, 1994 çулта - DOCG категорие панă.
Лаптăкĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Иçĕм сорчĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кьянти эрехне тума хĕрлĕ (Санджовезе - 70 %, Маммоло е Канайоло-15 %) тата шурă (Треббьяно-5 %, Мальвази-5 %) иçĕм сорчĕсемпе усă кураççĕ. 2006 çултанпа шурă иçĕм сорчĕсемпе усă курма юрамасть. Вĕсен вырăнне Каберне совиньона усă курма ирĕк панă.
Кьянти лаптăкĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кьянти тăрăхĕ саккăр эрехтăвакан лаптăка пайланă:
- Кьянти Классико (Chianti Classoco) - 1996 çулта чикĕсем хунă, DOCG категорие панă;
- Кьянти Руфина (Chianti Rufina);
- Кьянти Колли Фьорентини (Chianti Colli Fiorentini);
- Кьянти Колли Аретини (Chianti Colli Aretini);
- Кьянти Колли Сенези (Chianti Colli Senesi);
- Кьянти Коллине Пизане (Chianti Colline Pisane);
- Кьянти Монтальбано (Chianti Montalbano);
- Кьянти Монтеспетроли (Chianti Montespetroli).
Эрех тăвакан паллă хуçалăхсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Antinori, Frescobaldi, Felsina.