К-173 «Красноярск»

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
К-173 «Красноярск»
К-173 «Красноярск»
Карап кун-çулĕ
Ялав патшалăхĕ Naval Ensign of Russia.svg
Тăван порт Вилючинск
Шыва антарнă пуш, 27, 1986
Хальхи статус ЛОФ ят-йышĕнче, консервацире
Тĕп пахалăхсем
Карап тĕсĕ ПЛАРК
Проект палăртăвĕ 949А «Антей»
ÇАПУ классификацийĕ «Oscar-II»
Хăвăртлăх (шывçи) 15 çыхă
Хăвăртлăх (шывай) 32 çыхă
Ĕçлĕ тарăнăш 520 м
Чи пысăк тарăнăш 600 м
Çӳрев автономлăхĕ 120 талăк
Экипаж 130 çын
Калăпăшсем
Шывçи шыв кăларăшĕ 14 700 т
Шывай шыв кăларăшĕ 23 860 т
Чи вăрăм (КВЛ) 154 м
Корпус чи анлăшĕ 18,2 м
Вăтам анса ларни (КВЛ йĕркипе) 9,2 м
Хĕçпăшал
Торпеда-
мина хĕçпăшалĕ
2x650-мм тата 4x533-мм ТА
24 торпедăсем
Ракета хĕçпăшалĕ ПКР комплексĕ П-700 «Гранит»
ЗМ-45 24 ракети
Disambig gray.svg Çак терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Красноярск (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

К-173 «Красноя́рск» — советсен тата раççейĕн 949А «Антей» проекчĕпе тунă, Лăпкă океан флочĕ шутĕнчи атомлă шывай ракета крейсерĕ. Халĕ консервацире.

Кун-çулĕ[тӳрлет]

К-173 крейсер шывай киммине СССР ТÇФ карапĕсен ят-йышне 1983 çулхи кăрлачăн 19-мĕшĕнче кĕртнĕ. Карапа 1983 çулхи çурлан 4-мĕшĕнче Северодвинск хулинчи Севмашăн 55 №-лĕ цехĕнче 618 савут номерĕпе тума тытăннă[1]. Карапăн экипажне официаллă 1984 çулхи пушăн 3-мĕшĕнче пуçтарнă та 1985 çулхи раштав уйăхĕччен Обнинскри ТÇФ вĕрентӳ центрĕнче пĕлӳ пухнă. 1986 çулта экипаж Северодвинска таврăнать, К-173 СССР ТÇФ Çурçĕр флочĕн шыва йкиммисен 339-мĕш уйрăм бригади шутне çырса хунă.

1986 çулхи пушăн 27-мĕшĕнче шыва антарнă, çуллахи-кĕрхи кунсенче карап патшалăхăн çӳрес тĕрĕслевне ирттернĕ. 1986 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче К-173 çинче Тинĕс-Çар ялавне çĕкленĕ, çак кун карапăн официаллă уявĕ пулса тăрать. Тепĕр кунне, 1986 çулхи раштавăн 31-мĕшĕнче акт çине ал пуснă та К-173 официаллă строя тăнă.

Çурçĕр флочĕн йышĕнче[тӳрлет]

1987 çулхи кăрлачăн 6-10-мĕшĕсенче карап çав тери сивĕ çанталăкра, çăмăл мар пăрлă лару-тăрура пĕрмайхи база вырăнне — Лопаткин мăн тутине — куçать. Нарăсăн 24-мĕшĕнче К-173 Çурçĕр флочĕн шывай киммисен 1-мĕш флотилинчи 11-мĕш дивизи (Анăç Лицăри база) йышне кĕрет. 1987 çулхи çĕртме-раштав уйăхĕсенче карап Северодвинск хулинче тăрать, унта çак класăн пулас карапĕсене пахалатас тĕрĕслевĕсене ирттернĕ, çаплах карап çинчи пĕтĕм ĕçе вĕçленĕ — тупнă çитменлехсене Севмаш ĕçтĕшĕсем юсанă, вĕсемпе пĕрле тăрăшса экипаж караппа усă курас опыта туянчĕ, тĕслĕхрен, тĕп энергетика хатĕрлĕхне ахаль мар режимсенче ĕçлеттерсе сăнанă.

1988—1991 çулсенче К-173 темиçе хутчен те вĕренӳ хăтланăвĕсене хутшăннă, ракетăпа, торпедăпа пенĕ. 1991 çулхи ака уйăхĕнче карапа Лапкă океан флотне куçарма хатĕрленнĕ май К-173 экипажне К-410 çине куçарнă, К-410 экипажĕ К-173 çĕнĕ экипажĕ пулса тăрать. Çурла варринчен пуçласа авăн варрине çити хушшинче К-173, 1-мĕш рангри капитан А. П. Ефанов ертсе пынипе пĕр тĕслĕ К-442 пĕрле, Çурçĕр флотĕнчен Лапкă океан флотне пĕрмай хĕсметĕн çĕнĕ вырăнне — Авачи тутине — куçаççĕ.

Лапкă океан флочĕн йышĕнче[тӳрлет]

1991 çулăн авăн уйăхĕн вĕçĕнче К-173 карапа Лăпка океан флочĕн 2-мĕш шывай киммисен флотилинчи 10-мĕш дивизи (Крашенинников бухти, Вилючинск х.) йышне кĕртеççĕ. 1991—1995 çулсенче карап иккĕ хутчен çапăçу хĕсметĕнче пулать. 1993 çулхи акан 13-мĕшĕнче К-173 хисеплĕ «Красноярск» ята параççĕ — ун чухне хула карапĕн шефĕ пулса тăрать. 1993 çулта «Красноярск» тинĕсри тĕле ракетăпа перет, çакăншăн вăл ТÇФ Тĕпком парнине тивĕçет.

Резерва кăларни тата малашнехи шăпи[тӳрлет]

1995 çулхи чӳк уйăхĕнче К-173 «Красноярск» кимĕне резерва куçараççĕ, вăл Крашенинников бухтинче вăтам юсав ирттерессе кĕтсе тăрать, анчах та тепĕртакран ăна шывай киммисене чылай усрав дивизионне ăсатаççĕ те консервацие лартаççĕ. Атом реакторĕсене сӳнтереççĕ, хĕçпăшалне кăлараççĕ, экипажа çыранти казармăсене вырнаçтараççĕ. 2000-мĕш пуçламăш çулĕсенче карап килĕшӳллĕ, карапăн хăшпĕр системисем — питĕ аван тесе палăртнă[2], çакăн чухнех ĕçлекен хатĕрлĕхе çарпуçлăхĕ хушнипе çак проектпа тунă урăх карапсем çине куçарнă.

2002 çулчен К-173 эеипажĕ пĕрре çеç мар Красноярск Енĕн кĕпернетĕрĕ Александр Лебедь патне «Красноярска» çар рĕтне тавăрма пулăшу ыйтса çырнă[2], анчах та регион ертӳçисем Хӳтĕлев министерствине çакăн пирки ыйтман та. 2001 çулта Красноярск хула бюджетĕнчен 250 пин тенкĕ уйăрса панă укçапа К-173 экипажĕн казармисене юсанă. 2002 çул тĕлне «Красноярска» çĕнетсе чĕртес тесен иккĕ миллиард тенкĕ майлă тăкак тумалла пулнă[2].

2009 çулхи чӳкĕн 21 — раштавăн 28-мĕшĕсенче К-173 «Красноярск» шывай кимминчен уса курнă йĕтреллĕ топливăна кăларас патшалăх хушнă ĕçĕ тăвас конкурса ирттернĕ [3].

Командирсем[тӳрлет]

  1. Н. И. Земцов (1984—1987)
  2. Аркадий Петрович Ефанов (1987 — ака, 1991; ака, 1991 — авăн, 1991 — пĕр театртан тепĕр театăра куснă чухне К-410 экипажĕн командирĕ)
  3. Илья Николаевич Козлов (ака, 1991 — чӳк, 1992)
  4. А. Е. Цуркан (11.1992—1995)
  5. А. Г. Ушаков (1995—1996)
  6. А. В. Дикий (1996—1997)
  7. И. М. Дубков (1997—1999)
  8. Юрий Н. Савин (1999 çултанпа)

Асăрхавсем[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]

Hero of the Russian Federation medal.png  Ефанов А. П. «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче


Hero of the Russian Federation medal.png  Козлов И. Н. «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче