К-266 «Орёл»

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
К-266 «Орёл»
Карап кун-çулĕ
Ялав патшалăхĕ
Тăван порт Заозёрск
Шыва антарнă çу, 22, 1992
Хальхи статус ÇФ
Тĕп пахалăхсем
Карап тĕсĕ ПЛАРК
Проект палăртăвĕ 949А «Антей»
ÇАПУ классификацийĕ «Oscar-II»
Хăвăртлăх (шывçи) 15 çыхă
Хăвăртлăх (шывай) 33 çыхă
Ĕçлĕ тарăнăш 420 м
Чи пысăк тарăнăш 500 м
Çӳрев автономлăхĕ 120 талăк
Экипаж 130 çын
Калăпăшсем
Шывçи шыв кăларăшĕ 14 700 т
Шывай шыв кăларăшĕ 23 860 т
Чи вăрăм (КВЛ) 154 м
Корпус чи анлăшĕ 18,2 м
Вăтам анса ларни (КВЛ йĕркипе) 9,2 м
Вăй-хăват хатĕрĕ
2 ОК-650В йĕтре реакторĕ
кашни 190 МВт хăватлă
Хĕçпăшал
Торпеда-
мина хĕçпăшалĕ
2x650-мм тата 4x533-мм ТА
24 торпедă
Ракета хĕçпăшалĕ П-700 «Гранит» ПКР комплексĕ
24 ЗМ-45 ракети
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Орёл пăхăр.

К-266 «Орёл» — раççей 949А «Антей» проекчĕн атомлă шывай ракета крейсерĕ, РФ Çурçĕр флочĕн шывай киммисен 11-мĕш дивизийĕ йышĕнче.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Карапа 1989 çулхи кăрлачăн 19-мĕшĕнче Севмашра 650-мĕш савутри номерпе тума тытăннă. 1990 çулхи кăрлачăн 15-мĕшĕнче кимĕне флот шутне кĕртнĕ.

1991—1993 çулсенче кимĕн ячĕ «Северодвинск» пулнă. Шыва 1992 çулхи çăвăн 22-мĕшĕнче антарнă, çĕртмен 3-мĕшĕнче атомлă шывай крейсерĕ классне куçарнă, раштавăн 30-мĕшĕнче хĕсмете тăнă. 1993 çулхи нарăсăн 5-мĕшĕнче Çурçĕр флочĕн Анăç Лицăна тăратнă. 1993 çулхи акан 6-мĕшĕнче «Орёл» ята панă.Çакăнтанпа АШК экипажĕн пайне Орёл облаçĕнче çуралнă ӳснĕ каччăсене илеççĕ. Орёл хулан администрацийĕ 16 çул хушши тинĕс арĕсемпе туслă çыхăну тытса тăрать. Крейсер вымпелĕ çинче — Орёл облаçен гербĕ.

К-266 «Орёл» АШК вымпелĕ

2000 çулта шыва путнă «Курск» çине анас умĕн шывайçăсем «Орёл» çинче кимĕн конструкципе паллашнă.

2008 çулта субмарина 15 çул тултарнă. Каçалака чысласа крейсерăн рубки çине Орёл гербне лартнă. Уява карап çине хула пуçлăхĕн çумĕ Валентин Бочаров ертсе пынă Орёл хулин делегацийĕ килнĕ. Валентин Бочаров каланипе, «Орёл» крейсер халлĕхе официаллă Çурçĕр флотĕнчи атомлă шывай киммисен хушшинче чи лайăххисенчен пĕрри.[1]

2008 çулĕ тĕлне юсавра тăнă.[2]

Çапăçу хĕсмечĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • 1995 çулта çапăçу хĕсметне ирттернĕ.
  • 1996 çулта çапăçу хĕсметне ирттернĕ.
  • 2009 çулта "Анăç-2009" хутшăннă

Командирсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. Астапов А. С.
  2. капитан 1 ранга Миронов В. Л.
  3. капитан 2 ранга Марков И. Г.
  4. Осекин В. А.
  5. Слепец О. Г.
  6. Варфоломеев В. В.
  7. Пацкявичюс Ричардас Арвидович (2008 — х/в), 1-мĕш рангри капитан [3] [4]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Павлов А. С. «Ударная сила флота», Якутск, 2001
  • Александров Ю. И., Гусев А. Н. «Боевые корабли на рубеже XX—XXI веков» ч.1, «Галея Принт», Санкт-Петербург, 2000
  • Бережной С. С. «Атомные подводные лодки ВМФ СССР и России», МИА № 7, Наваль коллекция, 2001
  • Апальков Ю. В. «Подводные лодки» т.1 ч.1, «Галея Принт», Санкт-Петербург, 2002