Контент патне куҫ

Лигур чĕлхи (хальхи)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Лигур чĕлхи пăхăр.
Лигур чĕлхи
Тăван ячĕ: Lìgure, Zenéize
Патшалăхсем: Итали, Монако, Франци
Регионсем: Лигури
Классификаци
Категори: Еврази чĕлхисем
Инди-европа çемьи
Роман турачĕ
Анăç ушкăн
Çурçĕр итал ушкăн пайĕ
Галл-итал кластерĕ
Çырулăх: латиница
Чĕлхе кочĕсем
ISO 639-1:
ISO 639-2:
ISO 639-3: lij
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика

Лигур чĕлхи (лигур пуплевĕ; лиг. ligure) — лигурсен чĕлхи. Анăç роман чĕлхисен галл-итали ушкăнне кĕрекен чĕлхе. Калаçакансен йышĕ 1 900 пин çын патнелле çитет. Итали чĕлхинчен самай улшăнса тăрать. Хальхи вăхăтра Генуи калаçăвĕ кăна сыхланса юлнă.

Калаçакансем Лигуринче, Италин çурçĕр енче, Генуяран хĕвелтухăçнелле тата хĕвеланăçнелле, Ривьера çумĕпе пурăнаççĕ. Çавăн пекех вĕсене Сант-Пьетро тата Сант-Антиокко утравсем çинче, Сардинин кăнтăр-хĕвеланăç енче тупма пулать. Монако, Ницца, Бонифачо хулисенче пурăнаççĕ.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Toso F. Grammatica del genovese. Varieta urbana e di koine. Genova, 1997.


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.