Сардини
Сарди́ни (итал. Sardegna, сард. Sardigna, кат. Sardenya, исп. Cerdeña [θerdeɲa]) — Вăтаçĕр тинĕсри утрав, Аппенин çурутравĕнчен анăçалла, Сицилипе Корсика утравĕсем хушшинче вырнаçнă, калăпăшĕпе асăннă тинĕсре иккĕмĕш пулать. Сардини Италин автономлă регионĕ (автономлă облаçĕ) (итал. Regione Autonoma della Sardegna, сард. Rezione Autònoma de sa Sardigna).
Итали чĕлхисĕр пуçне, Сардинире Сардини чĕлхипе калаçăççĕ. Сардини чĕлхи, Европа Пĕрлешĕвĕнче регион чĕлхин статусĕнче пулин те, майĕпен итали чĕлхине çӳл парсах пырать.
Тупмалли |
[тӳрлет] Истори
Нураги тапхăрĕнче утрав çинче пурăннă сардсем ăçтан пулса тухни паллă мар, хăш икĕпат тĕпчевçисем (В. Б. де Руже, Ф. Ж. Шаба тата урăххисем) сардсене «тинĕс халăхĕсен» шардана йăхĕпе çыхăнтараççĕ, вĕсем Мернептах тата Рамзес III (пирĕн эрăччен XIII—XII ĕмĕрсем) тапхăрĕнче Икĕпата çĕнсе илесшĕн хăтланнă, анчах та çак шухăшпа пурĕ те килĕшмеççĕ.
Пирĕн эрăччен VII ĕмĕрте САрдиние финикисем колонилеме тытăнаççĕ. Пирĕн эрăччен 535 çулта утрав Карфаген пăхăнăвне кĕрет, пирĕн эрăччен 238 çулта Рим, Карфагенри тара илнисем, ливисем тата чурасем пăлханнин саманчĕпе усă курса, Сардиние ярса илет.
V ĕмĕрте Сардиние вандалсем çĕнсе илеççĕ, çапах та VI ĕмĕрте Велизарий вандалсене хирĕçле карфаген кампанинче утрава Висанти шутне тавăрать.
1326 çултанпа Арагон ăрăвĕн тытăмĕнчи Сардини Испание пăхăнса тăнă.
[тӳрлет] Тавралăхĕ
Утрав çинчи тĕп юханшывсем:
[тӳрлет] Климачĕ
Климачĕ типĕ, субтропик (вăтаçĕртинĕс), кăрлачри вăтам температури 7—10°С, утăри 24—26°С. Нӳрĕк ытларах хĕлле ӳкет, 600 мм айлăмсенче, 1000 мм в –ту çинче.
[тӳрлет] Хуçалăхĕ
Порто-Весме хулинче алюмини тăвакан пысăк завод ĕçлет. Сурăх чăкăтне пĕçерекен тĕп районĕсем Сардинире вырнаçнă.
[тӳрлет] Каçăсем
| Сардини Викиампарта? |
| Ку статьяна çырса пĕтермелле, е анлăрах ăнлантарса памалла. Эсир ăна тӳрлетсе, хыпара хушса çырса пулăшма пултаратăр. |
