Литр

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Литр
L
Асăрхавсем

скаляр виçи

Литр (л, l, L, ℓ) — калăпăшăн метрика виçи. Литр СИ виçи шутланмасть, анчах тата сехет е талăк виçесеме пĕрле, «СИ-не кĕмен, анчах та ăна СИ виçисемпе пĕрле усă курма пултармалла виçе» тесе палăртнă. СИ системăри стандартла калăпăш виçи — кубла метр (м³)[1].

Литр калăпăшĕ[тӳрлет]

1 литр 1 кубла дециметрпа пĕр тан: 1 л = 1 дм³.

Çакна 1964 çулта 12-мĕш Виçесемпе тарасасен тĕп конференцинче палăртнă.

Кунчен, 1901 çулхи 3-мĕш Виçесемпе тарасасен тĕп конференцинче 1 литăра кг нормăллă атмосфера пусăмĕпе (чĕркĕмĕл юпи 760 мм) тата 3,98°C)температурăра 1 кг таса шывăн калăпăшĕ тесе йышăннă. Çапла майпа 1 литр 1,000028 дм³ тесе çирĕплетнĕ.

Ытти виçесемпе çыхăнни[тӳрлет]

1 л = 10−3 м³ = 1 дм³ (кубла дециметр) = 10³ см³ (кубла сантиметр)

Литртан илнĕ виçесем — сантилитр (cl, Раççейре усă курман), миллилитр (мл, ml), микролитр, декалитр (дал, dal) и гектолитр (ГЛ).

1 мл = 10−3 л = 10−6 м³ = 1 см³

1 дал = 10 л = 10−2 м³

1 гектолитр = 100 л

Метрла мар виçесем[тӳрлет]

Метрла
Çывхаруллă пысăккăш
Метрла мар
Виçесен системи
Метрла мар
Метрла эквивалент
1 л ≈ 0.87987699 Анкăл кварти Анкăл 1 кварта ≡ 1.1365225 л
1 л ≈ 1.056688 Американ кварти Американ 1 кварта ≡ 0.946352946 л
1 л ≈ 1.75975326 пинта анкăл 1 пинти ≡ 0.56826125 л
1 л ≈ 2.11337641 пинти]] Американ 1 пинта ≡ 0.473176473 л
1 л ≈ 0.21997 галлон Англи 1 галлон ≡ 4.54609 л
1 л ≈ 0.0353146667 кубла фут   1 кубла фут ≡ 28.316846592 л
1 л ≈ 61.0237441 кубла дюйм   1 кубла дюйм ≡ 0.01638706 л
1 л ≈ 33.8140 Американ унци Американ 1 унци ≡ 29.5735295625 мл
1 л ≈ 35.1950 унци Анкăл 1 унци ≡ 28.4130625 мл

Асăрхавсем[тӳрлет]

  1. ^ Bureau International des Poids et Mesures, 2006, p. 124. («Days» and «hours» are examples of other non-SI units that SI accepts.)

Каçăсем[тӳрлет]

«Викисăмахсар» логотипĕ
Викисăмахсарта статья пур «литр»