Лобачевский Николай Иванович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Николай Иванович Лобачевский (чӳк, 20 (раштав, 1) 1792, Чулхула — нарăс, 12 (нарăс, 24) 1856, Хусан), вырăс математикĕ, Лобачевски геометрине никĕслекенĕ, университет тата халăх çутĕç ĕçтĕшĕ.

Акăлчан паллă математикĕ Уильям Клиффорд Лобачевскине «геометри Коперникĕ» тенĕ.

Тупмалли

[тӳрлет] Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

Н. И. Лобачевский Чулхула кĕпернин Ардатов районĕнче çуралнă. Ашшĕ — Иван Михайлович Лобачевский (геодези департаментĕнче ĕçленĕ), амăшĕ — Прасковья Александровна Лобачевская. 1800 çулта ашшĕ вилет, вара амăшĕ çемйипех Хусана куçса каять. Унта Лобачевский гимназирен (1802—1807) вĕренсе тухать, кайран (1807—1811) Хусанти Император университетĕнче пĕлӳ пухать.

Университетра вĕреннĕ чух Лобачевские Мартин Бартельс — чаплă нимĕç математикĕн Карла Фридриха Гауссăн юлташĕ, вĕрентекенĕ — пулăшать. Вăл чухăн та хевтеллĕ студента пулăшма тытăнать. Аслă курсра Лобачевские турăсăрлăхлă тесе университетран кăларса ярасшăн пулаççĕ, анчах Бартельс тата урăх вĕрентекенсем хута кĕнипе çак хăрушăлăх аякка каять.

Университетри вĕренĕве вĕçлесен Лобачевский физикăпа математика магистрĕ шайне çӳллĕ шая тухса тивĕçет (1811), ăна университетрах хăвараççĕ. 1814 çулта адъюнкт пулса тăрать, 1816 — экстраординарлă тата 1822 ç. — ординарла профессор пулса ĕçлет. Студентсем Лобачевскин лекцисене питĕ кăмăлласа çӳренĕ.

...

Ӳкерчĕк:KazanUniversity.jpg
Хусан университечĕ, 1830-мĕш çулсем.

1826 ç. Магницкине пăхса тăракан ĕç вырăнĕнчен хăтараççĕ. Çĕнĕ попечитель вырăнне М. Н. Мусин-Пушкина лартаççĕ. Лобачевскине университет ректăрне суйлаççĕ. Вăл хăйĕн пĕтĕм вăхăтне хуçалăх ĕçĕсене ярать — штачĕсене улăштарать, механика мастерскисене, лабораторисене, обсерваторисене тăвать, библиотекăпа минералоги коллекцине çĕнетет, «Казанский Вестник» кăларăм ĕçне хутшăнать. Нумай ĕçне хăй аллипех ăсталать. Халăх валли физика ăслăлăх лекцисене ирттерет. Çав вăхăтрах вăл пĕр чарăнмасăр хăйĕн пурнăç теп ĕç-хĕлне — Евклид мар геометрине аталантарать, якатать.

1832 çулта Лобачевский Варвара Алексеевна Моисеевăна арăм тăвать. Вĕсен çичĕ ача çуралать.

[тӳрлет] Лобачевскин геометрийĕ

Тĕп статья: Лобачевскин геометрийĕ

----

Лобачевский математикăн çĕнĕ уйрăмĕнче тăр пĕччен çеç ăсчахçă пулман. Венгр математикĕ Янош Бойяи Лобачевскинчен уйрăмах 1832 çулта евклидлă мар геометрине çырса кăтартать. Анчах та унăн ĕçĕсен хаклăхне хăй саманинче вырăна хумаççĕ.

Ӳкерчĕк:Lobachevsky medal 1895.gif
1895 çулхи юбилейлă медаль

Лобачевский мухтав паллисĕрех вилет. Темиçе вунçуллăх иртсен ăслăлăхри лару-тăру пĕтĕмĕпех улшăнса каять. Лобачевский ĕçĕсене чапа тухма Э. Бельтрами (1868), Ф. Кляйна (1871), А. Пуанкаре (1883) тĕпчев ĕçĕсем пулашаççĕ. Кляйн моделĕ кăтартнипе Лобачевский геометрийĕ , Евклидăн пекех, тĕрĕс.

Раççейре 1892 çулта Лобачевскин 100-çуллăх юбилейне паллă ирттернĕ. Тĕнчери парне (Лобачевскин медалĕ çапса кăларнă 1895), Хусанта ăслăхçăн палăкне уçнă (1896).

Лобачевскин 200-çуллăхĕнче (1992) Раççей банкĕ астăвăмлă вак укçа «Раççей паллă çынĕсем» серинче пичетленĕ. Лобачевский ятне Уйăх çинчи кратера панă. Лобачевский ячĕпе Мускавăн кăнтăр-анăçĕнчи урам чысласа палăртнă.

[тӳрлет] Математикăри ытти ăнăçăвĕсем

Лобачевский математикăн урăх уйрăмĕсенче те паха пĕтĕмлетӳсем тупать: алгебрăра вăл çĕнĕ танлаштарусене çывăхлатса шутламалли меслет шутласа кăларать, математикăллă тишкерĕвĕнче тригонометриллĕ ĕретсен теоремисене, вĕçĕмсĕр функцийĕн ăнланăвне тĕпчесе çирĕплетет.

Тĕрлĕ çулсенче вăл математика тишкерĕвĕ, алгебра тата пулаю теорийĕ, çаплах механика, физика тата астрономи ăслăхĕсемпе темиçе çиçкĕн статья пичетленĕ.

  • Васильев А. В. Николай Иванович Лобачевский. — М.: Наука. 1992. — 229 с (Научно-биографическая серия).

[тӳрлет] Каçăсем

Перевод, комментарии, вступительные статьи и примечания профессора В. Ф. Кагана. М.-Л., изд-во Академии Наук СССР, 1945—176 с.

Ман хатĕрсем
Пространства имён

Варианты
Пурĕ пăхнă
Действия
Меню
Хутшăнасси
Ĕç хатĕрĕсем
Урăх чĕлхесем