Луанг-Прабанг

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Луанг-Прабанг (лао: ຫລວງພະບາງ), тĕрĕсрех: ЛуангпхабангЛаос хули. Хула çĕршывăн тĕп пайĕн çурçĕр енче, Меконг шывĕ çинче, Вьентьянран çурçĕрелле 425 çухрăмра вырнаçнă. Кунта 50 пине яхăн çын пурăнать.

Истори[тӳрлет]

Хулан авалхи ячĕ - Муанг Суа, ăна Кхун Ло тай тикки 698 çулта çĕнсе илнĕ пулнă. Хула ун чухне Наньчжао патшалăхĕн аяккинче шутланнă. Лаос чăнлавĕпе хулана Кхун Ло тиккине ашшĕ Кхун Бором парнеленĕ. Кхун Ло хыççăн унăн ăрăвĕнчен (династирен) 15 патшасем тухнă.

VIII ĕмĕрĕн вĕçĕнче Наньчжао патшалăхĕ Меконг улăхĕ патĕнче питĕ хастар пулнă, вара вăл 709 çулта вара Мыанг Сва патшалăхне те пăхăнтарнă, унта тайсен тиккисемпе аристокрачĕсене хуçасем туса лартнă. Вĕсем мĕн чухлĕ хуçаланни паллă мар, анчах та Индварман I патша (877-891) ертсе пынă Кхмер империйĕ саралма тытăниччен ирĕклĕхе тухнă пулнă.

Кайрантарах кхмерсем Вьентьян çумĕнчи Сай Фонг патне çитнĕ. Тямпа саралса, 1070 çулта кăнтăр Лаоса ярса илсе, Меконг таранах тăсăлать. Сай Фонга Тянтхапханит хуçа çурçĕрелле, Мыанг Сва патнелле кайнă, вырăнти халăх ăна питĕ савăнса кĕтсе илнĕ, Наньчжао тытса тăракансем хуларан тухса тарнă пулнă. Хăйĕн ывăлĕпе пĕрле вăл хулара чылай хушă хуçа пулса пурăннă, ун чухне хулана тай ячĕпе Сенг-Донг Сенг-Тонг тенĕ.

11281169 çулсенче кхаму Кхун Чуанг хăйĕн территорине пысăклатма тытăннă, çапла вара çак хулана хăй çумне çыпăçтарнă.

Кхмерсен патши Джаяварман VII астулра пулнă чух Сенг-Донг Сенг-Тонг 1185-1191 çулсенче унăн сĕмне кĕрсе ӳкет. 1180 çулта Сипсонг Панна каллех ирĕклĕхе çĕнсе илсен те нумаях пулмасть, 1238 çулта каллех кхмерсен пăхăнăвне лекет.

1353 çулта хула Лан Санг патшалăхĕн шĕкĕрĕ пулса тăрать.

1707 çулта Лан Санг пĕтсе ларсан, Луанг Прабанг ирĕклĕхлĕ çĕршыв пулса тăрать. Французсем Лаос çĕнсе илсен, хулана патша резиденцийĕ шутне куçарнă. Лаос ирĕклĕхе тухсан, Луанг Прабанга патши Сисаванг Вонг пĕтĕм çĕнĕ Лаос патшалăхне ертсе пырать.

Лаос Халăх Демократиллĕ Республикине 1975 çулта туса хуриччен Луанг-Прабанг «патшан шĕкĕр хули» шутланнă, кунта Лаос патшин кил-çурчĕ пулнă.

Тавралăхĕ[тӳрлет]

Лаосра калăп хула çук, Вьентьян тĕп хулинче 200 пин çын, Луанг-Прабанг хулинче 50 пин, Саваннакхетра 70 пин тата Паксра 90 пин.

Халăх[тӳрлет]

Лаосра пурăнакан халăх пĕр тан йышлă пурăнмасть. Чылайăшĕ Меконг шыв тăрăхĕнче тăрмашать. Тухăçри ту районĕсене сахал çын хута илнĕ.

Хуласенче виççĕмĕш пайĕ майлă халăх пурăнать. Вьентьянра тата хутлăхĕнче 600 000 яхăн çын пурăнать.

Этнос ушкăнĕсем[тӳрлет]

Хула транспорчĕ[тӳрлет]

Хулара аэропорт пур, вăл Луанг-Прабанга Вьентьянпа тата Таиланд хулисемпе çыхăнтарать. Меконг шывĕ тăрăх хăвăрт катерсем çӳреççĕ. Автобанпа автобуссем Вьентьяна çити чупаççĕ.

Культура[тӳрлет]

Луанг-Прабанг хулана Юнеско хӳтĕлет, вăл пĕтĕмтĕнчери кăнарлăх шутĕнче.

  • Куанг Си шывсиккийĕ
  • Пху Си ту çинчи храм, парк тата хула варринчи темиçе храмсем мăнастырĕсем
  • Патша Керменĕ тата Хо Кхам храмĕ
  • Ват Сиенг Тонг храмĕ
  • Ват Ахам храмĕ
  • Ват Май Суваннапхумахам храмĕ
  • Ват Манором храмĕ
  • Ват Тхат Луанг храмĕ
  • Ват Висунарат храмĕ
  • Ват Сен Муанг (юханшывăн леш енчи) храмĕ

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет]