Лаос

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
ສາທາລະນະລັດປະຊາທິປະໄຕ ປະຊາຊົນລາວ
Sathalanalat Pasathipatai Pasason Lao

Лаос

Лаос ялавĕ Лаос гербĕ
Патшалăх чĕлхисем лаос
Тĕп хула Вьентьян
Чи пысăк хула Вьентьян
Президент Чуммали Саясон
Лаптăкĕ
 - Пĕтĕмпе
81 вырăнта
236 800 км2
Халăх йышĕ
 - Пĕтĕмпе(2005)
 - Йышлăхĕ
103 вырăнта
5 924 000
25/км²
Валюта ячĕ Çĕнĕ кип
Вăхăт тăрăхĕ ГВ +07 пуçласа +07 таран
Патшалăх гимнĕ Лаос патшалăхĕн гимнĕ
Тетел доменĕ .la
Тел. префиксĕ 856

Лаос (тулли ячĕ: Лаос Халăх Демократиллĕ Республики, кĕскен ЛХДР), — Азин кăнтăр-тухăç енче вырнаçнă патшалăх. Тĕп хули — Вьентьян.

Географи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Унăн çĕрĕсем тинĕс-океанĕн шывĕсем патне тухмаççĕ. Кайьенче — Таиланд, мальенче — Вьетнам, кăнтăрта — Камбоджа, çурçĕрте — Китайăн Юньнань провинцийĕ, çурçĕр-кайьенче — Бирма (Мьянма) патшалăхĕсем вырнаçнă.

Унăн территорийĕ тачă вăрманлă, ландшафчĕ пысках маар ту-сăртлă, чи çӳллĕ тӳпи Пху Бья 2817 м хăпарать. Меконг шывĕ Лаосăн Тайландпа Бирмă чиккисем йеррипе юхать, Вьетнампа Аннамит ту хырçи уйăрать. Тропик климачĕ кунта икĕ сезона пайланать – çулла çăмăрлă мусонсен тапхăрĕ çу уйăхĕнчен пуçласа чӳк уйăхĕччен пырать, хĕллехи типĕ тапхăр раштавран пуш уйăхĕччен шутланать.

Административлă пайĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Лаос 16 провинцисене (кхвэнг), префектурăна (kampheng nakhon) тата уйрăм зонăна (khetphiset) пайланать. Провинци 140 районтан пуçтарăнать, райăнĕ 11 000 коммунăран тăрать. Аттапы Бокео Борикхамсай Чампасак Хуапхан Кхаммуан Луанг-Намтха Луанг.Прабанг Удомсай Пхонгсали Салаван Саваннакхет Вьентьян Вьентьян Сайнябули Сайсомбун Седон Сиангкхуанг

Этнос ушкăнĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Халăх шучĕ чылаях мар пулсан та, Лаосра темĕн чухлĕ тĕрлĕчĕлхеллĕ йăхсем-халăхсем пурăнаççĕ. Вĕсем шутне, тĕслĕхрен, народы мяо(хмонг), яо(мьен), лаху, лису, а-кха. Лаосра китайсем, вьетнамсем, индисем, бирмансем тата ыттисем те пурăнаççĕ. Лингвистика енчен Лао-Тай, Мон-Кхмер, Тибет-Бирман тата Мяо-Яо. Çĕршывра 47 этнос ушкăнĕсем тата 149 ушкăн пайĕсем.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Лаосăн авалхи истори çинчен пĕлес тесен, Наньчжао патшалăхĕ пирки кăсăкланмалла.

Лаос тĕнчери патшалăхсен шутне XIV ĕмĕрте кĕнĕ, ун чухне вăл Лан Санг (миллион слонсен тата шурă зонт çĕршывĕ) ятпа палăрнă. Лаос çĕрĕсенче мон тата кхмер йăхĕсем пурăннă, вĕсен хăйсен патшалăх йĕркелĕвĕсем те пулнă. Кайран вара çурçĕртен таи йăхĕсем тапăнса килнĕ. Таисене Кăнтăр Китайран монголсем хăваласа янă пулнă. XII ĕмĕрте Лаосра тай патшалăхĕсем (мыангсем) тĕрекленеççĕ, вĕсене тай тата лао йăхĕсем кĕреççĕ. XIV ĕмĕртен Лаосра Лон Санг патшалăхне никĕсленĕ, çак тапхăртан Лаос историне шутлама юрать. Лаопа таи йăхĕсем уйрăмлă пурăнма тытăнаççĕ. Лан Санг пăчланса ларсан, Лаос XVIII ĕмĕрте Сиам айне пулать, 1893 çулта, Франципе Сиам килĕшӳ тунă хыççăн, Франци пăхăнăвне ӳкет, Франци Индокитай колони территорине кĕрет. Тĕнчен Иккĕмĕш Вăрçи вăхăтĕнче Лаоса япунсем хупăрласа тăраççĕ. 1949 çулта тинех Сисават Вонг патшапа пĕрле çĕнтерсе Лаос ирĕке тухать. 1950-мĕш çулхи çĕршыври шалти хирĕçӳсем граждан вăрçине пуçласа яраççĕ, çав вăрçа Çурçĕр Вьетнампа АПШ хутшăнаççĕ. Çак тапхăрта Лаосăн Халăх-Ирĕклĕх çарĕ (Патет Лао) Çурçĕр Вьетнам пулăшăвĕпе çĕршывăн тухăç çĕрĕсене хăйĕн аллинче тытса тăрать. Лаосри çапăçусем Вьетнамри вăрçăпа питĕ тачă çыхăнса пынă, мĕншĕн тесен çĕршыв урлă «Хо Ши Мин сукмакĕ»н чылай пайĕ пынă. Çак вăрттăн çулпа Çурçĕр Вьетнам хăйĕн çарĕсене кăнтăралла куçарса тăнă. Вăрçă саманинче Лаос çине питĕ нумай авиабомбăсем ӳкернĕ, вĕсем лăпкăллă халăха, çутçанталăка тата халăх хуçалăхне çав тери сиен кӳнĕ. Вьетнамра вăрçа вĕçленнĕ хыççăн АПШ Индокитайра хăйсен вăрçă ĕçĕсене хупласа хунă. Лаосри граждан вăрçи 1973, нарăсра, Вьентьян килĕшӳ хучĕсене ал пуснă хыççăн сӳнсе ларнă. Анчах та, килĕшĕве пăсса, Патет Лао çарĕсем 1975, раштавра влаçа хăйсен алне çавăрса илнĕ. 1975 раштав, 2 кунĕнче Саванг Ваттхана патшан астулран пăрăнма тивет. СССРпа Вьетнама пулăшăвĕпе Лаос Халăх-Демократиллĕ Республикине йĕркелесе янă, вăл социализм лагерьне çыпăçнă. 1980-çулсенче Лаос политика режимĕ çемçеле пуçланă, вара Таиландпа туслă хутшăнусем йĕркеленсе кайнă, 1997 çулта Лаос АСЕАН ушкăнне çырăннă.

Экономика[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Лаос хуçалăхĕ начар аталаннă. Пурăнакансенчен 70 % тухăçĕ кунне икĕ америка доллар пулать, 80 % халăхĕ ял-хуçалăх ĕçĕсемпе хăтланать, 45 % ВВП ялхуçалăхĕ на сельское хозяйство. Тĕп агрокультури — хир тулли (рис). Юлашки çулсенче ĕнтĕ промыçлăлăх хăвăрт утăмсемпе аталанса ӳсет. ВВП ӳсĕмĕ 2005 ç. 7,2 %, патшалăх хыснин çитменлĕхĕ (бюджечĕн дефицичĕ) ВВП 9,9 % таран хăпарнă. Ту çинчи районсенче авалтанах опиум мăкăнне çитĕнтернĕ, героин туса хатĕрленĕ (Лаос Ылтăн Виçкĕтеслĕхе кĕрет), çавăн пирки пĕрмаях хирĕçӳсем сиксе тухкаланă.

Лаос хулисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çав. пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]