Луи Армстронг

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Луи Армстронг
Louis Armstrong
фото
Тĕп хыпар
Тулли ят Луи Дэниел Армстронг
Çуралнă вăхăт 1901 çулхи çурлан 4-мĕшĕ
Çуралнă вырăн Çĕнĕ Орлеан
Вилнĕ вăхăт 1971 çулхи утăн 6-мĕшĕ (69 çул)
Вилнĕ вырăн Çĕнĕ Йорк
Патшалăх АПШ
Инструментсем Пăрăх
Жанрсем Джаз
Суя ятсем Satchmo, Pops
Satchmo.net

Луис Дэниел «Сэтчмо» Армстронг (акăл. Louis Daniel «Satchmo» Armstrong; 1901 çулхи утăн 6-мĕшĕ, Çĕнĕ Орлеан, Луизиана1971 çулхи утăн 6-мĕшĕ, Çĕнĕ Йорк) — американ джаз трубачĕ, вокалисчĕ тата ансамбль ертӳçи. XX ĕмĕрти паллă мусăкçă, Дюк Эллингтонпа, Чарли Паркерпа, Майлз Дэвиспа тата Джон Колтрейнпа пĕрле джаз аталанăвне чылай вăй хунă, пĕтĕм тĕнчере ăна халăх хушшинче сарассишĕн нумай тăрăшса ĕçленĕ.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Луи, креол манерĕпе ăна çапла чĕннĕ, Çĕнĕ Орлеанăн негрсен чи чухăн районĕнче çуралнă. Ачалăхра нуша тӳснĕ (амăшĕ — кĕпе-йĕм çăвакан, ашшĕ — ĕç шыраса ĕçлекен). Ывăлĕ пĕчĕк чухнех ашшĕ çемьене пăрахать. Амăшĕ проституткăна ĕçе каять, Беатрис йăмăкĕпе пĕрле арçын ачана Джозефина кукамăшĕ патĕнче çитĕнет. Тепĕртакран амăшĕ ăна хăй патне илет, анчах та ăна ăс парса ӳстереймест. Ачаранах Армстронг çĕр кăмрăкне тиесе турттарать, хаçат сутать. Çиччĕ çул тултарсан анчах Америкăна Раççей империнчен пурăнма килнĕ еврей Карнофски кăмрăк сутăçĕсен килĕнче ĕçлесе пурнать. Армстронг сутăç çемьинче усрав ывăлĕ пулса тăрать[1][2]. Карнофски çемьи Сторивиллре районĕнче пурăннă — кунта барсем, клубсем, ташă залĕсем ĕçленĕ. Карнофски пкаярах Армстронга корнет туянма укçа панă[2][3][1].

Армстронг сăнĕ.

Армстронг ирех урамри вокал ансамблĕнче ĕçлет, параппансем çинче выляса темиçе çул хушшинче хăйĕн хăлхине çивĕчлетет, мусăк пĕлӳлĕхне 1913 çулта «Уэйф’с Хоум» тĕрмери (унта вăл амăшĕн клиенчĕ-полисмен пистолетне вăрласа Çĕнĕ çулта урамра персе çӳренĕшĕн лекнĕ) интернатра ӳстерет. Вăл тӳрех лагерьти оркестр пултарулăх ĕçне хутшăнса тамбурин, альтгорн выляма вĕренет, каярах корнета алла илет. Оркестр хăй вăхăтĕнчи кĕвĕсене — маршсене, полькăна — вылянă. Тĕрмере Луи мусăкçă пулма ĕмĕтленет. Ирĕке тухсанах вăл клубсенчи оркестрсенче вылять. Ăна Кинг Оливер, хулари чи лайăх корнетçĕ асăрхать, ăс парать. Луи Армстронг ăна хăйĕн чăн вĕрентӳçи тет. 1918 çулта Оливер Чикаго хулине кайсан, Армстронга хăйĕн ансамбльне ĕçлеме чаплă тромбонçă Кид Ори чĕнет. Луи хутран-ситрен Оскар «Папа» Селестинăн «Tuxedo Brass Band» оркестрĕнче вылять, унпа пĕрле ун чухне Пол Домингес, Затти Синглтон, Альберт Николз, Барни Бигард тата Луис Рассел мусăкçăсем ĕçленĕ. Тăван хулари джаз парачĕсене хутшăннă, Фэтс Мэрейблăн «Jazz-E-Sazz Band» бэндĕнче Миссисипи тăрăх çӳрекен пăрахутсем çинче ташă каçĕсенче вылять. Мэрейбл, профессиллĕ бэнд-лидер, каччăна нота пĕлӳлехне ăнлантарсан, Армстронг мусăк ăста мусăкçă пулса тăрать. Каярах ăна мусăкçăсем Сачмо (акăл. Satchel Mouth «рот-меха») витлев параççĕ.

Ӳкерчĕк:Луи.jpg
Мусăкçă çамрăк чухне
Армстронг шлепке суйлать, 1955 тĕлне.

Пултарулăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Маэстро-джаз[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ӳкерчĕк:Луис.jpg
Играет Луи Армстронг

Суйласа илнĕ дискографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ӳкерчĕк:Армстронг.jpg
Луи Армстронгăн CD çине çырнă чи лайăх кăларăмĕсем
  • 1923 — The Young Louis Armstrong
  • 1924 — Louis Armstrong And The Blues Singers
  • 1925 — Hot Fives & Sevens, vol.1
  • 1926 — Hot Fives & Sevens, vol.2
  • 1927 — Hot Fives & Sevens, vol.3
  • 1928 — Louis Armstrong And His Orchestra
  • 1929 — Hot Fives & Sevens, vol.4
  • 1930 — Louis Armstrong & His Orchestra
  • 1931 — Stardust
  • 1932 — The Fabulous Louis Armstrong
  • 1933 — More Greatest Hits
  • 1934 — Paris Session
  • 1935 — Rhythm saved The World
  • 1936 — Jazz Heritage: Satchmo’s Discoveries
  • 1937 — New Discoveries
  • 1938 — On The Sunny Side Of The Street
  • 1939 — Louis Armstrong In The Thirties, vol.1
  • 1940 — New Orleans Jazz
  • 1947Satchmo Sings
  • 1947 — Satchmo At Symphony Hall (live)
  • 1947 — Satchmo At Symphony Hall, vol.2 (live)
  • 1950 — New Orleans Days
  • 1950 — Jazz Concert (live)
  • 1950 — New Orleans Nights
  • 1950 — Satchmo On Stage (live)
  • 1950Satchmo Serenades
  • 1950 — New Orleans To New York
  • 1951 — Satchmo At Pasadena (live)
  • 1954 — Latter Day Louis
  • 1954 — Louis Armstrong Sings The Blues
  • 1955 — Satch Plays Fats: The Music Of Fats Waller
  • 1955 — Satchmo The Great (live)
  • 1955Ambassador Satch
  • 1956Louis Armstrong Plays W.C.Handy
  • 1956 — Great Chicago Concert 1956 (live)
  • 1956 — American Jazz Festival At Newport (live)
  • 1956 — Ella and louis
  • 1956 — At Pasadena Civic Auditorium, vol.1 (live)
  • 1957 — Louis Under The Stars
  • 1957 — Porgy and Bess
  • 1957 — Louis Armstrong Meets Oscar Peterson
  • 1957 — Louis and the Angels
  • 1959 — Satchmo In Style
  • 1960 — Louis & the Dukes Of Dixieland
  • 1960 — Happy Birthday, Louis! (live)
  • 1960 — Paris Blues
  • 1961 — Louis Armstrong and Duke Ellington
  • 1961 — Armstrong/Ellington: Together For The First
  • 1961 — Together For The First Time
  • 1963 — Hello, Dolly
  • 1964 — Satchmo
  • 1964 — Louis
  • 1967 — I Will Wait For You
  • 1968 — Disney Songs The Satchmo Way
  • 1968 — What A Wonderful World
  • 1999 — The Very Best Of Louis Armstrong (2CD)
  • 2000 — Louis And The Good Book
  • 2000 — Grand Collection
  • 2000 — Louis Live
  • 2000 — The Katanga Concert (live)
  • 2001 — In Concert (live)
  • 2001 — Best Live Concert, vol.1
  • 2001 — La Vie En Rose

Суйласа кăларнă DVD[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Louis Armstrong «Hello Dolly»
  • Louis Armstrong «Jazz Festival»
  • Louis Armstrong «A Rhapsody in Black and Blue»
  • Louis Armstrong «Newport Jazz Festival part 1»
  • Louis Armstrong «Newport Jazz Festival part 2»
  • Louis Armstrong «In Stuttgart»
  • Louis Armstrong «Clips Hystory Volume 1»
  • Louis Armstrong «Clips Hystory Volume 2»

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Коллиер Дж. Л. Луи Армстронг. Американский гений. — М.: Издательство Прессверк, 2001. ISBN 5-94584-027-0
  • Фейертаг В. Б. Джаз. XX век. Энциклопедический справочник. — Спб.: «СКИФИЯ», 2001, с.22-24. ISBN 5-94063-018-9
  • Шапиро Н. Послушай, что я тебе расскажу…История джаза, рассказанная людьми, которые ее создавали.— Новосибирск: Сиб.унив.изд-во, 2006. ISBN 5-94087-307-3
  • Bohlander K., Holler K.-H. Jazzfuhrer.— Leipzig, 1980, с.18-23.

Çавăн пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ 1 тата 2 Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег <ref>; для сносок Зайчик не указан текст
  2. ^ 1 тата 2 Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег <ref>; для сносок Karnow не указан текст
  3. ^ The Karnofsky Project 2015 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче архивланӑ.