Контент патне куҫ

Митта Ваçлейĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Митта хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Митта Ваçлейĕ
Василий Егорович Митта
Çуралнă чухнехи ят: Митта, Василий Егорович
Çуралнă вăхăт: Пуш, 5, 1908
Çуралнă вырăн: Аслă Арапуç ялĕ, Пăва уесĕ, Чĕмпĕр кĕперни (халĕ Чăваш Енĕн Патăрьел районĕ), Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт: Çĕртме, 10, 1957
Вилнĕ вырăн: Аслă Арапуç ялĕ, Патăрьел районĕ, Чăваш АССР, СССР
Ĕçлев тĕсĕ: сăвă, куçару ĕçĕ
Ĕçсен чĕлхи: чăваш

Митта Ваçлейĕ (паспортра: Митта Василий Егорович; 1908 çулхи пуш уйăхĕн 5-мĕшĕ, Аслă Арапуç ялĕ, Чăваш Енĕн Патăрьел районĕ1957 çулхи çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕ, тăван ялĕнчех), — чăваш сăвăçи, тăлмачĕ. СССР ÇП пайташĕ (1934 ç.)[1]

1908 çулхи пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç ялĕнче çуралнă.

Ялти шкула пĕтерсе Чĕмпĕрти чăваш шкулне вĕренме кĕнĕ, унта вĕреннĕ чухне литературăпа хавхаланнă. Хутарти колхоз çамрăкĕсен шкулĕн директорĕ, Патăрьел район хаçачĕн яваплă секретарĕ пулнă.

Каярахпа Шупашкарта хаçат-журналта, радиора ĕçленĕ.

Вĕрентекен, Шупашкарта район хаçачĕн секретарĕ пулса ĕçленĕ, радиокомитетра, кĕнеке издательствинче вăй хунă.

1937 çулта айăпсăр айăпланă. 1954 çулта таса ятне тавăрнă.

1955-1957 – литконсультант, «Тăван Атăл» альманахăн яваплă секретарĕ.

1957 çулхи çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче хăй тăван ялĕнче вилнĕ.

Кăсăклă фактсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Паллă кинорежиссёрăн, Александр Наумович Миттан, чăн хушамачĕ — Рабинович. Ăçтан тупăннă-ха уншăн Митта тени? Ак мĕн аса илет çак çын:

<Куçару: Çурттăвăм институтĕнче эпĕ Нарся Митта ятлă питĕ кăмăллă хĕрпе пĕрле вĕренеттĕм. Кайран вăл Саша Белоусов ятлă лайăх йĕкĕте качча тухрĕ те Белоусова пулса тăчĕ. Çапла вара Митта хушамат сывлăшра ирĕлсе çухалнă пекех пулчĕ.>


Эппин, паллă кинорежиссёр хăйне валли псевдоним суйласси çак пулăм витĕмĕпе пулни каламасăрах паллă.

Поэтăн тăхăмĕсем[4].

  • Нарспи Митта, аслă хĕрĕ. Инженер-хăтлавçă. Мускавра пурăнть. Çавăнтах хăтлавçă пĕлĕвне илнĕ, ĕçленĕ (проектсем тунă). Шупашкарти тĕп стадионăн проекчĕн авторĕ.
  • Силпи Митта, вăта хĕрĕ. Инженер-хăтлавçă. Упăшкипе пĕрле Братск, Усть-Илимск ГЭСĕсене тунă. Николай Михайлов, унăн упăшки, Шупашкар ГЭСстройĕн пуçлăхĕ пулнă. Çак мăшăра А. Н. Косыгин та лайăх пĕлнĕ, Мускавра хваттер илме пулăшнă.
  • Илемпи Митта, кĕçĕн хĕрĕ. Шупашкарта промавтоматика тытăмĕсен СКБĕнче тăрăшнă.

1924 çултан пичетленнĕ, Çеçпĕл Мишшин чăваш сăвви реформине малалла тăснă. Хайлавĕсен тĕп теми — тăван çĕр-шыв çĕнелни. 1930-мĕш çулсенчен пуçласа хайлавĕсем публицистика енне туртăнни, Маяковски витĕмне курни палăрать. 1950-мĕш çулсенчи сăввисем философилле. «Тайăр» поэмăра Чăваш поэчĕ Тайăр Тиммкин кун-çулĕ, шăпине çырса кăтартнă. А. Пушкин, М. Горкий, С. Есенин, Л. Кассиль, Н. Островский, А. Кунанбаев, М. Джалиль ĕçĕсене чăвашла куçарнă.

Пичетленсе тухнă кĕнекисем:

  • «Кăмăл» (1932);
  • «Такмаксем» (1934);
  • «Кăмăлтан» (1956);
  • «Кăмăлăмпа шухăшăм» (1959).

Çавăн пекех

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ МИТТА ВАСИЛИЙ ЕГОРОВИЧ -МИТТА ВАÇЛЕЙĔ 2014 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.
  2. ^ Александр Митта - Искремас, несущий людям любовь!
  3. ^ Зайцева, Татьяна. Александр Митта. ("Ностальгия по советскому").
  4. ^ Васильев, В. Такая знакомая фамилия Митта 2021 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ. / В. Васильев // Совет. Чувашия. – 2006. – 17 авг. – С. 6, 15.
  5. ^ Хыпар: Митта Ваçлейĕн асăну хăми умне чечек хучĕç