Митта Александр Наумович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Alexander Mitta.jpg

Митта Александр Наумович — совет тата раççей режисcёрĕ, сценарисчĕ, актёрĕ. 1933 çулхи пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче Мускавра çуралнă. Чăн хушамачĕ Рабинович [1].

Хушамачĕ[тӳрлет]

Ева Лисина, паллă чăваш çыравçи, каланă тăрăх, Ираида Петрова, "Сатурпа Илем", "Савпипе Кришна", т. ыт. те хайлавсен авторĕ, паллă Александр Миттана псевдоним тупма пулăшнă. Пĕррехинче вĕсен пуйăсра ,пĕр купере кайма тӳр килнĕ. Чăваш çыравçи тăван халăхĕн пуян культури çинчен каласа тĕлĕнтернĕ. Паллă çынсем, Петĕр Хусанкай, Митта Ваçлейĕ çинчен каласа панă. Режиссёр вара хăй те чăваш ятпа çӳреме шутланă, Митта псевдоним илнĕ. [2] [3].

Фильмографи[тӳрлет]

  1. 1961 — Друг мой, Колька! — режиссёр
  2. 1962 — Без страха и упрека — режиссёр
  3. 1965 — Звонят, откройте дверь — режиссёр
  4. 1966 — Июльский дождь — актёр
  5. 1969 — Гори, гори, моя звезда — режиссёр, сценарист
  6. 1972 — Точка, точка, запятая — режиссёр, сценарист
  7. 1974 — Москва, любовь моя — режиссёр, сценарист
  8. 1976 — Сказ про то, как царь Пётр арапа женил — режиссёр, сценарист
  9. 1979 — Экипаж — режиссёр, сценарист
  10. 1982 — Сказка странствий — режиссёр, сценарист
  11. 1988 — Шаг — режиссёр, сценарист
  12. 1990 — А в России опять окаянные дни — сценарист
  13. 1991 — Затерянный в Сибири — режиссёр, сценарист
  14. 2000 — Граница: Таежный роман — режиссёр
  15. 2002 — Раскалённая суббота — режиссёр

Асăрхавсем[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]