Мордва Республикин Лĕмпĕр районĕ
Лĕмпĕр районĕ (ирçе Лямбирь район, тут. Ләмбер районы, Ləmber rayonı, выр. Лямбирский район Мордовии) — Раççейĕн Мордва республикин варринчи çĕрĕ.
Тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çурçĕрте Чулхула облаçĕпе чикĕ тытать. Район территорийĕ — 852 çм². Административлă тĕпĕ — тутар сали Лĕмпĕр.
Администраци пуçлăхĕ — Кабир Абдуллович Альмяшев.
Депутатсен Канашĕн ертӳçи — Альфинюр Мубарякшевна Исмаева.
Халăх йышĕ, район тытăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Районта 34.3 пин çын пурăнать, çав шутра: вырăссем — 18,0, тутарсем — 11,0, ирçĕсем — 4,9.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1933 ç.: Лĕмпĕр тутар халăхĕн районне йĕркеленĕ, вăл 11 тутар тата 4 вырăс ял канашĕсенчен пуçтарăннă. Тутарсен йышĕ 73 % пулнă. Тутарла район хаçачĕ кăларса тăнă.
1959 ç.: Лĕмпĕр районне тăватă вырăс ял канашне — Атемарски, Белогорски, Берсеневски тата Павловскине кĕртнĕ.
1963 ç.: район территорине Ромодановски тата Старошайговски районсене авлеçсе панă.
1967 ç.: Лĕмпĕр районне çĕнĕрен тепĕр хут уçнă.
Культура
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Районта 17 ял культурă çурчĕ, 4 клуб, 21 вулавăш (кĕнеке шучĕ — 195 962 экземпляр), 4 ача-пăча ӳнер шкулĕ, çаплах район культурă Çурчĕ, Тутар нацин культурă çурчĕ.
Эрнере пĕр хут 28 минутлăха тутар чĕлхипе радиокăларăм «Туган тел» тухать. Каларакансем: Р. А. Ипкаевăпа Шамиль Мангутов.
Мордва Республики | |||
---|---|---|---|
Администраци центрĕ: Саранск Хула тăрăхĕсем: Саранск Статьясем: Географи | Гербĕ | Гимнĕ | Историйĕ | Халăхĕ | Администрациллĕ-территориллĕ пайланăвĕ | Ялавĕ |