Муром (Владимир облаçĕ)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Мурăм (Улатимĕр облаçĕ) ҫинчен куҫарнӑ)
Ытти пĕлтерĕшсене Мурăм (пĕлтерĕшсем) статьяра пăхăр.

МурăмУлатимĕр облаçĕн хули, Мурăм районĕн административлă тĕпĕ. Хула Ока шывĕн сылтăм çыранĕнче вырнаçнă, Улатимĕре çитме 137 çм, тулашĕнче Чулхула облаçĕпе чикĕ тытать.

Халăх шучĕ 123,6 пин çын (2005).

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

XX ĕмĕр пуçламăшĕ

Ячĕ мурăм финн-укăр йăхĕнчен пулса тухнă. Пĕрремĕш хут хулана Повесть временных лет кĕнекере 862 çулта асăннă. Пĕрремĕш уделлĕ мурăм кнеçĕ Глеб Владимирович шутланать. 1088 çулта пĕр вăхăта Мурăма атăлçи пăлхарĕсем тытса илеççĕ. Мурăмсем Руçе ясак тӳленĕ, XII ĕмĕрте майĕпен вырăссемпе хутăшса кун-çулĕнче çĕтнĕ. 1097 çултанпа — Мурăм-Рязан çĕрĕн тĕп хули.

Мурăм-Рязань çĕрĕ Чернигов кнеçлĕхĕнчен 1127 çулта Ярослав Святославич кнеç чухне уйрăлса ирĕклĕ кнеçлĕх пулса тăрать. Тăранĕ вилсен (1129) мурăм астулне унăн ывăлĕ Святослав ларать, вăл пĕрремĕш мурăм кнеçĕ шутланать. Ун хыççăн — Ростислав ывăл ачи тытăма алла илет. Ростислав чухне Мурăм-Рязань çĕрĕ Мурăмпа Рязанское княжества пайланать, Святослав вилнĕ хыççăн (1145) пачах уйралса каяççĕ. Кивĕ Рязаньре кнеç Глеб ятлă ывăлне хăварать. Рязань кнеçĕ Глеб Ростиславич пĕтĕм вăй-халĕпе хăйĕн çурçĕр кӳршипе — Ростов-Суздаль кнеçлехĕпе кĕрешет. Çак харкашусемпе усă курса 1208 çулта Всевăлăт Пысăк Йăва вырăнти кнеçсене тыткăна илет. 1219 çулта Рязаньре кнĕçре Ингвар Игоревич пулать, вăл кăнарне Юрий пиччĕшĕнчен илсе юлнă. Çак тапхăрта кнеçлĕхе Батый нукерĕсем тустараççĕ.

Мурăм кнеçлĕхĕ шутне Мурăмпа уесĕ кĕнĕ. Улатимĕр-Суздаль кнеçлĕхне пăхăнса тăнă. Темиçе хутчен туатарсем тапăнса çĕмĕрнĕ. Мурăмăн юлашки кнеçĕ Юрий Ярославич пулнă, ăна 1355 çулта астулран Фёдор Глебович тĕксе антарать. 1392 çулта Мускав аслă кнеçĕ Василий I Дмитриевич Мурăм кнеçлĕхне Мускав çумне хушать.

Промăçлăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Машинăтăвакан, холодильник завочĕ ЗАО «Ока-холод», çăкăр комбиначĕ, эрех завочĕ, фанерă комбиначĕ, радиозавод, радиоивиçекен приборĕсен изавочĕ, рубероид завочĕ, ФГУП "Мурăм прибортăвакан завочĕ" 2008 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ..

Паллă вырăнĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Илья Мурăм палăкĕ
  • Броньăпуйăс пăравусĕ «Илья Муромец»
  • Николо-Набережная чиркĕвĕ (1700-1717 гг.)
  • Чĕрĕлӳ мăнастырĕ с Воскресенским храмом (1658 г.)
  • Благовещени мăнастырĕ (1553 ç. никĕсленĕ, 1664 ç. собор, 1716 ç. хапха çинчи Стефанов чиркĕвĕ.
  • Троицă мăнастырĕ (1643 ç. никĕсленĕ, 1642-1643 çç. соборĕ, 1648 ç. хапха çинчи Хусан чиркĕвĕ, 1652 ç. шатĕр чиркӳ тăрри)
  • Спас мăнастырĕ (XI ĕмĕрте никĕс хунă, XVI ĕмĕрĕн соборĕ)
  • Космăпа Дамиан чиркĕвĕ (1556-1565 çç.)
  • Çĕнĕ Космодемиан чиркĕвĕ (1804 ç.)
  • XIX ĕмĕрти çурт-йĕрсем: çуртсем, сутă-илӳ речĕсем, шыв-пусăм турулĕ

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Троицă соборĕ

Чапа тухнă мурăмсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]