Гастелло Николай Францевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Gastello Nikolay Francievich.jpg

Николай Францевич Гастелло (23 апреля (6 мая) 1907çĕртме, 26 1941) — совет çар вĕçевçи, капитан (1940). Совет Союзĕн Паттăрĕ (утă, 26 1941, вилнĕ хыççăн).

Кун-çулĕ[тӳрлет]

Мускавра çуралнă. Белорус. Ашшĕ завод ĕçтĕшĕ.

1914-1918 çулсенче Сокольникири хула арçын училищинче вĕреннĕ. Муромра Мускав-Хусан чукун çулĕнче вакранçи тата чукун çул ăсти пулса ĕçленĕ.

1928 çултанпа ВКП(б) юпташĕ. 1932 çулхи çу уйăхĕнче РККА ĕретне тăрать. 1933 çулта Луганскри вĕçевçĕсен çар авиаци шкулне вĕренме кĕрет. Ростов-Тан-çинчи бомбă пăрахакан авиаци бригадинче хĕсметре тăрать. Халхин-Гол (1939) патĕнчи тата 1939—1940 çулхи Совет-финн вăрçине хутшăнать. 1940 çулта вăл капитан хисепне тивĕçет.

1941 çулхи çĕртме, 24 Гастелло инçет бомба пăрахакан авиацийĕн 3-мĕш бомба пăрахакан авиаци корпусĕн 42-мĕш инçет бомба пăрахакан авиаци дивизин 207-мĕш инçет бомба пăрахакан авиаци полкĕн 2-мĕш авиаци эскадрильин командирĕ пулса тăрать.

Вилĕмĕ[тӳрлет]

1941 çулхи çĕртме, 26 МолодечноРадошковичи çулĕ çинче тăшман мотоколоннине бомбăланă. Тăшман снарячĕ самолётăн çунăк япала бакне лекет. Гастелло çулăма кĕнĕ самолёта тăшман колоннине тĕллесе кĕртет. Пур экипаж: А. А. Бурденюк, Г. Н. Скоробогатый лейтенантсем, А. А. Калинин аслă сержант паттăррăн пуçне хурать.

Астăвăм[тӳрлет]

Санкт-Петербурге Гастелло урамĕнчи астăвăм хăми.
Voennaia marka Gastello 30 kop seraia.jpg

Гастелло вилнĕ хыççăн Совет Союзĕн Паттăрĕ чысне тивĕç пулать, унăн экипажне — Бурденюк, Скоробогатый и Калинин — вилĕм хыççăн 1-мĕш степĕньлĕ Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕпе чыслаççĕ. Cовет Cоюзĕн нумай хулисен урамĕсене паттăрăн ятне панă.

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет]

Гастелло вил тăприне эксгумаци туни[тӳрлет]

1951 çулта Гастелло вил тăпри çĕрĕнче эксгумаци ĕçне ирттернĕ. Унăн япалисене тупайман, анчах — командира 207 полк 3 эскадрильин командирĕн Александр Спиридонович Масловăн япалисене тупнă

Каçăсем[тӳрлет]