Нестер Янкас ячĕллĕ преми

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Статьян тытăмĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Нестер Янкас ячĕллĕ преми, — Красноармейски районĕнчи Н. Янкас ячĕпе хисепленекен литературăпа искусство пĕрлешĕвĕ йĕркеленнĕ, 1988 ç. преми, 1990 ç.. Паянхи куна Преми лауреачĕсем пурĕ 61. Йĕркелекенсем Виталий Михайлов (Аксар Чунтупай), обществăлла пуçаруçă, вĕрентекен), Владимир Серафимов (культура пайĕн пуçлăхĕ) тата Анатолий Раськин (Анатолий Раскай), обществăлла пуçаруçă,поэт). Пĕрлешӳн пĕрремĕш ертӳçи - Анатолий Раськин. Паянхи кун Н.К.Янкас ячĕпе хисепленекен литературăпа искусство пĕрлешĕвĕн ертӳçи - Георгий Ефимов-Тусли поэт.

1991 çулта ку премие И.Р.Степанов композитора (хăй çырнă юрăсемшĕн), М.Т.Тимофеев - Шетмĕ Михали поэта (çĕнĕ сăвăсен ярăмĕшĕн) тата Н.В.Кривошеев [художник]а (триптихсемпе графика ярăмĕшĕн) панă. Коллективсенчен Яманакри культура çурчĕ çумĕнчи художество пултарулăх ушкăнĕ чăваш халăх ырă йăли-йĕркине çирĕплетес, наци культурине аталантарас ĕçре тунă çитĕнӳсемшĕн тивĕçнĕ(илемлĕх ертӳçи ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Анатолий Алексеев).

1997 çулта ку премие Ăсан Уçăпĕ прозаика, Николай Карай сăвăçа тата Л.Н.Николаев журналиста панă.

1999 çулта ку премие Медиа:Николай Михайлович НИКОНОРОВ композитора (чăваш халăх йăли-йĕркине, юрри-кĕввине упраса хăварас тĕллевпе фолькльор ушкăнĕсене ăнăçлă ертсе пынăшăн тата [Çеçпĕл Мишши] çинчен çырнё юрăсен ярăмĕшĕн), Вячеслав Михайлович ФИЛИППОВ художника (халăх творчиствинче сăнарлă искусствăна аталантарас тĕлĕшпе хăй ӳкернĕ картинăсен выставкисене йĕркеленĕшĕн тата тăван ене сăнласа кётартакан произведенисемшĕн), Александр Львович НИКИТИН юрăç, шкул ачи (шкул ачисем хушшинчи конкурссене тата районпа республика шайĕнче ирттерекен фестивальсене хутшăнса пысăк ăсталăх кăтартнăшăн), Виталий Михайлович МИХАЙЛОВ таврапĕлӳçе (çамрăк ăрăва илемлĕ хайлавсем çырас ĕçе хăнăхтарса пынăшăн тата наукăпа тĕпчев ĕçне явăçтарнăшăн, тăван ен культури тата чăваш сăмахлăх. енĕпе вĕрентӳ кĕнекисем пичетлесе кăларнăшăн), Измаил Михайлович ГРИГОРЬЕВ – ИСЕМПЕК писателе (районăн культура пурнăçне активлă хутшăннăшăн, Шупашкарта пичетленсе тухнă илемлĕ хайлавĕсен кĕнекисемшĕн) панă. Колективсенчен Красноармейски культура çурчĕ çумĕнчи халăх хорĕ художествăлла пултарулăха çӳллĕ шая çĕклес енĕпе ырă тĕслĕх кăтартнăшăн, тĕрлĕ халăх юррисене илемлĕ юрланăшăн (илемлĕх ертӳçи - Л.Н.Ильина, концертмейстер – Г.Ф.Алексеев) тивĕçнĕ.

2009 çулта ку премие В.М.Данилов журналиста (публицисткăлла статьясемшĕн) тата А.Н.Яковлев çыравçăна ("Три струны" кĕнекешĕн) панă.

Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕсен кăкăр çине çакмалли палли