Ниагара (шыв сикки)
{coord|display=title|43|4|41|N|79|4|33|W|type:waterbody_region:CA}}
Ниагара шыв сикки акăл. Niagara Falls — Америкăн Нью-Йорк (штат)Нью-Йорк штатне Канадăн Онтарио провинцине уйăрса тăракан Ниагара çинчи виçĕ шыв сиккин пĕрлештенĕ ячĕ. Ниагара шыв сиккисем — такан» (акăл. Horseshoe Falls), хăшпĕр чухне Канади шыв сикки теççĕ (акăл. Canadian Falls), Америка шыв сикки (акăл. American Falls) тата «Фата́» шыв сикки (акăл. Bridal Veil Falls). Ӳкекен çӳллĕшĕ нумай пулмасан та, шыв сиккисем питĕ сарлака, шыв тăкакĕпе Çурçĕр Америкăри чи пысăкки. Ӳкекен çӳллĕшĕ 53 м, анчах аялта нумай чул выртнă май 21 м кăна курăнать. Америка шарлакĕн сарлакăшĕ 323 м, Таканăн - 792 м. Шыв такакĕ 5700 м³/с е пысăкрах[1]. Шыв сиккине курма пĕтĕм тĕнчерен нумай турист пырать, çавăнпа юнашар вырнаçнă хуласем: Ниагара-Фолс (акăл. Niagara Falls), Нью-Йорк штачĕ, АПШ тата Ниагара-Фолс, Онтарио провинцийĕ, Канада самай аталанаççĕ. Канеада çыранĕнчен шыв сикки хитререх курăнать. Шыв сиккинчен темиçе çĕр м аяларах Ниагара урлă çăмăл машинăсемпе çуран çынсем каçмаллли çĕршывсем хушши "Асамат кĕперĕ" (акăл. Rainbow Bridge) хывнă.
.
Тупмалли |
[тӳрлет] Истори
Ниагара ячĕ ирокез чĕлхинчи «Onguiaahra» (Шыв кĕмсĕртетни) сăмахран пулнă. Ку вырăнта ирокĕзсен Онгиара (Ongiara) йăхĕ пурăннă. Вĕсене ытти вырăнти йăхсемпе калаçса татăлма пултарнăшăн Нейтралсем (Neutrals) тесе ят панă.
[тӳрлет] Вуламалли
[тӳрлет] Асăрхавсем
- ^ Nagara river monthly average outflow data - Qweenston. International Niagara Board of Control - International Joint Commission. niagarafrontier.com. Тĕрĕсленĕ 21 мая 2010.
[тӳрлет] Каçăсем
| Ниагара (шыв сикки) Викиампарта? |
- «Official Website of Niagara Falls»
- «Niagara Falls at Thunder Alley»
- «Niagara Falls Views»
- «Фотографии и история Ниагарских водопадов»
- Discovery Channel Canada See a video about the change in windflow over the Falls.
- CBC Television Watch a news clip regarding the dispute over Niagara Falls mist.